Испанирен — велосипедпа

4 Çурла, 2016

Иртнĕ эрнере Шупашкара Испанири çулçÿревçĕ Мануэл Кастильо çитнĕ. Вăл Альмерия хулинчен Мускава велосипедпа кил­нĕ.

Мануэл Чăваш Енре пĕр­ремĕш хут мар. Унăн мăшăрĕ Лариса — Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Арçын кунта яланах самолетпа вĕçнĕ. Вăл Раççее велосипедпа килмешкĕн 2 çул каяллах ĕмĕтленнĕ. Мануэл тăван хулинчен çĕртмен 22-мĕшĕнче тухса кайнă, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускава çитнĕ. Ун хыççăн юлташĕ машинăпа пынă. Велосипедист кунне вăтамран 160 километра парăнтарнă. Мануэл çулçÿревре 5 килограмм начарланнă. 53 çулти арçын спортăн çак енĕпе унчченех интересленет, анчах инçе çула нихăçан та тухман.

Рубрика: