Испанипе алла-аллăн

13 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Испани посолĕ Хосе Игнасио Карбахаль Гарате тата де Карбахаль госпожа чĕннипе Испани посольствинче пулнă, Наци уявне халалланă савăнăçлă йышăнăва хутшăннă.

Посол Михаил Игнатьева — Испани королевствипе Чăваш Республики тачă çыхăну тытса ĕçлессине йĕркеленĕшĕн, Михаил Игнатьев Карбахаль господина пĕрлехи проектсем ăнăçлă пурнăçланнăшăн тав тунă.

Палăртни вырăнлă: юлашки çулсенче Чăваш Енпе Испани ĕçтешлĕхĕ лайăх аталанать. Республика территорийĕнче "Roca Group" компанин виçĕ производстви ĕçлет. 2011 çулта "Керамика" ОООн акрил ваннăсем туса кăларакан завочĕ уçăлнă. Завод строительствин пĕтĕмĕшле хакĕ 487 миллион тенкĕпе танлашнă. Унта çулталăкра 50 пин ванна туса кăлараççĕ. 2014 çулта Çĕнĕ Шупашкарта клинкер керамика плитки туса кăларакан завод хута кайнă. Пĕлтĕр "Экоклинкер" ООО клинкер брусчатки тата облицовка кирпĕчĕ кăларма тытăннă.

Культура сферинчи тĕрлĕ енлĕ çыхăнусем те вăй илеççĕ. Çакă Чăваш Ен пур енĕпе те шанчăклă ĕçтеш пулнине çирĕплетет. Республика инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче федерацин 85 регионĕ хушшинче 6-мĕш вырăн йышăнать, инноваци аталанăвĕн рейтингĕнче — 8-мĕш. Чăваш Ен территорийĕнче испанецсемсĕр пуçне Германипе Сербин, Италипе Японин тĕнче рынокĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ компанийĕсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Ю.ИВАНОВ.

Рубрика: 
Автор: