Ирĕке тухнă-тухман

26 Чÿк, 2015

Етĕрне следователĕсем Элĕк районĕнчи Какаç ялĕнче пурăнакан 23 çулти каччă тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ, суда ярса панă. Ăна умлăн-хыçлăн темиçе преступлени тунăшăн явап тыттарасшăн.

Официаллă верси çапларах: кăçалхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл, ÿсĕрскер, тăван ялĕнче палламан 30 çулти ентешне УАЗ автомашинăна туртса тапратма килĕшменшĕн хĕненĕ. Çакна кура арçын йĕкĕте пулăшмах шухăшланă - «тимĕр ута» вырăнтан хускатнă-ха, анчах вăл малти транспорта хыçалтан пырса тăрăннă. Кунта та хăйĕн айăпне курман каччă, ентешнех ятланă, татах хĕненĕ. Хур кураканнин вара машинине пăрахса хăварсах тарма тивнĕ, çакăнпа усă курса çамрăк çын салонран 2 пин ытла тенкĕ тăракан бинокле вăрланă. Паллах, ял çыннисем кун пирки полицие пĕлтернĕ. Вырăна çитнĕ йĕрке хуралçисене те пăхăнман пуçтах каччă. Пакунлисенчен пĕрне çухавинчен ярса тытса силленĕ вăл, унтан çавăрсах çапнă. Аллине ирĕке янăскере каярахпа кăна чарма май килнĕ. Палăртмалла: çап-çамрăк çын суд сакки çине ултă хутчен ларма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Автомашинăсене тапратса кайнăшăн, вăрă-хурах ĕçĕпе аппаланнăшăн айăпланнăскер йĕплĕ пралук леш енчен кăçалхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче кăна тухнă, тепĕр 9 кунранах виçĕ преступлени тунă. Уголовлă ĕçе Красноармейски районĕн сучĕ пăхса тухса приговор палăртĕ.

Рубрика: