Ирĕк илмен

17 Утă, 2015

"Хыпар" вулаканĕсем килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакне тишкернĕ статьясенче Йĕпреçри потребительсен продукци вырнаçтаракан "Молочная империя" ялхуçалăх кооперативĕ çинчен час-часах вулаççĕ. Продукцирен ялйыша укçа сахалрах тÿлесе тупăш нумай тăвать, ертÿçисем аван пурăнаççĕ. Анчах кооператив федерацин е республикăн тивĕçлĕ органĕнчен ирĕк илмесĕрех сывлăша таса мар япаласем сахал мар кăларса ярать. Хăрушлăхăн I-IV класĕсенчи каяш паспорчĕсене Раççей Правительствин йышăнăвĕсемпе килĕштермен. Предприяти ĕçĕнче ытти çитменлĕх чылай тупса палăртнă. Прокуратура вĕсене пĕтерме хушнă.

Çуркунне-çулла ялхуçалăх организацийĕсенчен, килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакне чакаракан предприятисенчен тепри - "Юнимилк" компани" АУО Шупашкарти филиалĕ. Вăл асăннă тытăмсенчен ирĕк илмесĕрех атмосферăна йăс-пăс нумай кăларса ярать. Прокуратура ку предприяти тĕлĕшпе те ĕç пуçарнă.

Сергей ЮРЬЕВ