Инвесторсене илĕртессипе Чăваш Ен каллех малтисен шутĕнче

7 Çĕртме, 2019

«Малти виççĕмĕш вырăн йышăннă ĕçтешĕмсене саламлатăп! Сирĕн опытăра шута илсе килес çул мала туртăнăпăр. 2019 çулти инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен 11-мĕш вырăн йышăнать. Республикăри предпринимательсене, Стратеги аталанăвĕн агенствине, Суту-илÿпе промышленность палатине, Ĕçлĕ Раççее, Раççей никĕсне, РСППна пирĕн ĕçе пысăк хак панăшăн, конструктивлă çыхăну тытнăшăн тав тăватăп», - тесе çырнă çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Инстаграмра.

Рейтинг çĕнтерÿçисем пирки Санкт-Петербургра иртекен Экономика форумĕнче каланă. Танлаштарăма Стратеги пуçарăвĕсен агентствин пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Асăннă рейтинга пирĕн çĕршывра 2014 çултанпа хатĕрлеççĕ. Вăл, эпир маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ертсе пырас ĕç-хĕлри, бизнеса аталантарассинчи чи лайăх меслетсене тупса палăртма май парать.
Рейтинга хатĕрлес тесе Стратеги пуçарăвĕсен агентствин эксперчĕсем  400 пин респондент шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Раççейĕн 85 регионĕнче предпринимательсем хăйсене епле туйнине 44 кăтартăва шута илсе хатĕрленĕ. Çапла майпа Калининградран пуçласа Чукотка таранчченхи субъектсенчи лару-тăрăва тишкернĕ. Малтанхи виçĕ вырăна Мускав хули, Тутарстан тата Тюмень облаçĕ йышăннă. Чăваш Ен – вунпĕрмĕш йĕркере.
Рейтинга хатĕрлекенсем ытти çулсенчи тăрăма шута илменнине те палăртмалла. Краснодар крайĕ, Пушкăртстан тата Ханты-Манси автономи округĕ йышшисемпе чи лайăх 20 регион шутне лекме пултарни чăннипех те пĕлтерĕшлĕ.  Чăваш Ен, сăмах май, çак рейтинга хатĕрлеме пуçланă малтанхи  тапхăртанах, 2015 çултанпа, малти 20 регион йышĕнче. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионĕсен хушшинче вара  Тутарстанпа тата Чĕмпĕр облаçĕпе тан малти виççĕмĕш вырăна йышăнать.

Денис МАНТУРОВ, Раççейĕн промышленность тата суту-илÿ министрĕ:
- Регион фончĕ валли укçа-тенкĕ уйăрассипе Чăваш Ен – чемпион. Халĕ вăл Раççейре малтисен шутне тухрĕ. Ытти регионти ĕçтешсем унран иртме ăнтăлĕç. Ку вăл - сывă конкуренци тата регионсенче аталантарма палăртакан проектсене аталантарма федераци фондне укçа-тенкĕ хывма хистĕ.

Автор: 

Комментари хушас