Инкекре никама та пĕччен хăвармалла мар

6 Нарăс, 2017

 “Пирĕн республикăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен организацисемпе тытăмсем аван ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăрура хăйсен тивĕçне вăхăтра та пĕлсе пурнăçлаççĕ”, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун Правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлăва уçнă май.

 Пĕрремĕш докладçă, ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров, юлашки икĕ уйăхра пулса иртнĕ инкексем çинче чарăнса тăчĕ. “Çак тапхăрта республикăра 150 пушар пулнă, вĕсенче 13 çын вилнĕ, 19-ăн суранланнă. Пушар сăлтавĕсенчен пĕри — кăмакапа усă курма пĕлменни. Çак сăлтава пула 50 пушар тухнă, вĕсенчен 42-шĕ — мунчара. Электрохатĕрсемпе усă курма пĕлменнипе 46 инкек пулнă. Пируса сÿнтерменнипе 16 çуртра çулăм алхаснă. Пушарта çут тĕнчерен уйрăлнисенчен ытларахăшĕ — эрех ĕçекенсем: çулăмра 9 çын вилнĕ. Чи пысăк инкек Пăрачкав районĕнчи Семеновка ялĕнче пулнă, унта икĕ арçын вилнĕ. Муркаш районĕнчи Нискассинчи пушарта та икĕ çын çут тĕнчерен уйрăлнă”, — терĕ докладçă. Çавăн пекех ГКЧС пуçлăхĕ пушарта кĕлленнĕ пурлăхăн 42 процентне кăна страхланине асăнчĕ. Сăмаха малалла тăснă май Вениамин Иванович сивĕ кунсенче шăнса вилнисен йышĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Икĕ уйăхра 101 çын киле çитеймен. Шыв çинче инкеке лекнĕ 15 çынна хăтарнă.

Шел те, хăшпĕр районта çĕнĕ çулхи уява пурте савăнăçлăн кĕтсе илеймен. 2016 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен каласа пачĕ. Ун чухне хулари 16 подстанци вăхăтлăх ĕçлеме чарăннă, çавна пула 3000 çын çутăсăр юлнă. Телее, вырăнти службăсем ултă сехет хушшинче подстанцисене хута яма вăй çитернĕ. Кăрлач уйăхĕн варринче ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсем çурăлнипе темиçе инкек пулнă. Кунашкал тĕслĕхсене Канашпа Шупашкар хулисенче, Улатăр районĕнче шута илнĕ. Халăха шывпа тивĕçтерекен башньăсем сирпĕннипе Вăрмар районĕнчи Эçпепе тата Етĕрне районĕнчи Пушнар ялĕсем шывсăр тăрса юлнă. Ку инкексенче те ял халăхне пулăшусăр хăварман, темиçе кун хушшинче ĕçе йĕркене кĕртнĕ. Михаил Игнатьев ятарлă ведомствăсене шывпа тивĕçтерекен башньăсене тĕрĕслесе тухма хушрĕ. Коммуналлă хуçалăх ĕçне йĕркелесе тăракан службăсене куç умĕнчен вĕçертмелле маррине аса илтерчĕ, ЖКХри хаксене йĕркене кĕртме сĕнчĕ.

“Тĕтĕм сĕрĕмĕпе вилекенсен шучĕ ÿсни шухăшлаттарать. Икĕ уйăхра икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Пĕринче вилекен пулман тăк тепринче икĕ çын пурнăçĕ татăлнă”, — терĕ В.Петров. Пĕрремĕш ыйтупах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыковпа Игорь Калиниченко сăмах илчĕç. Вĕсем ятарлă службăсем пур инкеке те кĕске вăхăтра пĕтернине çирĕплетрĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа — “2016 çулхи кĕрхи призыв кампанийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе” — ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева сăмах илчĕ. Вăл каланă тăрăх — юпа-раштав уйăхĕсенче Чăваш Енрен 1592 каччăна салтака ăсатнă. “Пирĕн яшсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама çĕр çинчи çарсене /826 çын/, сывлăш-космос çарне /100/, наци гвардийĕн службине /317/ суйласа илнĕ. 10 яш — Президент полкне”, — терĕ министр. Кĕрхи призывра 6 пин каччăна тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 70 проценчĕ — çара кайма тивĕçлисем. Пулас салтаксен сывлăхĕ лайăхланнă, тарса çÿрекенсен йышĕ чакнă. “Ку хыпар савăнтарать. Чăваш Ен Правительствипе ашшĕ-амăшĕн çамрăксене патриотла воспитани парассипе спорта явăçтарнин пĕрлехи ĕçĕ ку. Яшсен шухăш-кăмăлĕпе çемьери лару-тăру улшăнни куçкĕрет”, — терĕ М.Игнатьев. ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин призыв ĕçĕ планпа килĕшÿллĕн пулса пынине каларĕ. Çав вăхăтрах вăл призыв пунктĕнче капиталлă юсав тумаллине пĕлтерчĕ, анчах РФ Оборона министерстви укçа-тенкĕ уйăрманнипе ĕç чарăнса тăрать.

Канашлура Чăваш Енри автомобиль çулĕсен управленийĕн ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Республика Пуçлăхĕ учреждени ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Барсуковăн ĕçне хурларĕ. Юстици министерстви ятарлă тĕрĕслев ирттерсе йĕркене пăснă чылай тĕслĕх тупса палăртнă. Сăмахран, темиçе уйăхра 48 çынна ĕçе илнĕ, вĕсенчен 17-шĕ — наркотĕрĕслев службинче ĕçленисем. Чылайăшĕн управленире вăй хума ирĕк паракан специализаци те, пĕлÿ те çук. Сăмахран, унта музыкантсем те ĕçлеççĕ. Çавăн пекех учрежденири 60 специалист 91 çыннăн /штат тăрăх/ тивĕçĕсене пурнăçлани палăрнă, çавна май бюджетран шалу валли уйăрнă пĕтĕм укçана усă курса пĕтернĕ. Хавхалантару укçи тÿлемешкĕн çурла-раштав уйăхĕсенче 5 миллион тенкĕ тăкакланă. Учредительпе килĕшсе татăлмасăрах штат расписанине улшăнусем кĕртнĕ. Управленире ĕçе йĕркелекен хăшпĕр документ çитменнине те тупса палăртнă. Михаил Васильевич учреждени ĕçне 3 кунра тĕрĕслесе тивĕçлĕ йышăну тума хушрĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас