Инкеке сирмешкĕн хатĕр

6 Утă, 2017

Çанталăкăн тăнăçсăр условийĕсен вăхăтĕнче социаллă тытăмăн обьекчĕсене кал-кал ĕçлеттермешкĕн май туса парассине тата мĕн-пур службăн хатĕрлĕхне вăйлатассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕп тĕллев тесе шухăшлать. Çакăн çинчен регион ертÿçи ĕнер массăллă информации хатĕрĕсен журналисчĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ.

— Михаил Васильевич, çакнашкал вăйлă çумăрлă çанталăк кÿрекен инкеке сирмешкĕн республика хатĕр-и?

— Тĕрĕссипе, çанталăк эпир инкеке хирĕç тăма пултарнине тĕрĕслет. Чăваш Ен территорийĕнчи управлени органĕсем тата патшалăхăн пĕрлехи вăйĕсен территорири тытăмĕсем чрезвычайлă лару-тăрăва сирмешкĕн тата вăл кÿнĕ инкеке пĕтермешкĕн хатĕр. Çĕртме уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенчи шалкам çумăра пула пăтăрмахсем пулчĕç паллах. Анчах вĕсенчен вăхăтра хăтăлма пултарни пирĕн службăсемпе ведомствăсем кăткăс лару-тăрура çаврăнăçуллă ĕçлеме хатĕррине çирĕплетрĕ.

2010 çула аса илер-ха: виçĕ çул каялла çанталăк алхаснипе республикăра пурăнакансен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ электроэнергисĕр тăрса юлнăччĕ. Пĕрлехи вăйпа унăн тытăмне йĕркене кĕртме хевте çитертĕмĕр. Урăхла каласан, инкеке сирес енĕпе пухнă опыт пĕчĕк мар пирĕн. Кирлĕ чухне кÿршĕсене те пулăшатпăр. «МРСК Атăл — «Чăвашэнерго» хатĕрлĕхне вăйлатнă. Унăн оперативлă юсав бригадисене кирлĕ материалпа, инструментпа тата хÿтĕлев хатĕрĕпе тивĕçтернĕ. Халĕ асăннă тытăмăн 2 бригадин специалисчĕсем Ульяновск облаçĕнчи электролинисене йĕркене кĕртме хутшăнаççĕ. Хамăр хутлăхра та, уйрăмах Улатăр, Пăрачкав, Канаш, Йĕпреç тăрăхĕсенче, иртнĕ кунсенче çумăр вăйлă çунипе 1,5 пин ытла çын электричествăсăр юлнă, хăрнă е хавшанă йывăçсем тÿннĕ. Çитменлĕхсене вăраха ямасăр пĕтерме вăй-хал çитертĕмĕр. Чăн та, йĕркене кĕртмелли татах пур. Инкеке сирме пуçаруллă хутшăннă ĕçченсене чĕререн тав тăватăп.

Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх, çиллĕ те шалкам çумăр татах çаврăнса çитмелле — апла тăк пĕтĕм службăн экстремаллă лару-тăрăва сирмешкĕн хатĕр пулмалла. Çынсен те хăйсене хÿтлĕхпе тивĕçтерессишĕн яваплăха ÿстермелле.

- Çумăр чарăнмасăр çуни акса-лартса хăварнă культурăсене япăх витĕм кÿни куç умĕнчех…

— Паллах. Халĕ вĕсене техникăпа усă курса кăна мар, алă вĕççĕн те апатлантарма май килмест — ана çине кĕме кансĕр. Выльăх апачлĕх културăсене пухса кĕртесси чарăнса ларчĕ. Утă-улăм ытлă-çитлĕ хатĕрлемелли майсене шырама тивет.

Раççей ял хуçалăх министрĕ Александр Ткаченко пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çĕршывра 20 миллион тонна тырă сахалрах туса илес хăрушлăх пур. Краснодар, Ставрополь, Ростов тăрăхĕсенче вырмана икĕ эрне юлса тухнă, апла тăк пирĕн патра та уй-хир ĕçĕсем вăраха тăсăлма пултараççĕ. Тырпула çухатусемсĕр пухса кĕртмешкĕн хуçалăхсем тĕплĕн хатĕрленессе шанатăп.

Валентина СМИРНОВА

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме