Инçет Хĕвелтухăçне - çĕр илме

9 Нарăс, 2017

2017 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен Раççейре пурăнакан кирек кам та, çав шутра Чăваш Ен çыннисем те, Инçет Хĕвелтухăçĕнче çĕр илме пултараççĕ. Ку ыйтупа ЧР Кадастр палатин тата нумай ĕç тăвакан центрĕн специалисчĕсем йышăнаççĕ.

— Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн тĕп аппаратне — вăл Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи 56-мĕш çуртра вырнаçнă — Кадастр палатин документсем йышăнакан офисĕсене çыру пама юрать, — пĕлтерет Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева. — Пĕрле Патшалăх пулăшăвĕн федерацин пĕрлехи порталне кĕме шута илнине пĕлтерекен хут пулмалла. Кадастр палатин специалисчĕсем çыру çырма, документсене йĕркелесе çитерме пулăшаççĕ, карттă çинче суйласа илнĕ лаптăкăн схемине кăтартаççĕ.

Документсене йышăнсан 20 кун иртиччен /лаптăка куçман пурлăх кадастрĕнче шута илнĕ пулсан/ килĕшÿ проектне ярса памалла. Пĕр лаптăкшăн 2 çын ячĕ тухнă пулсан вăл çыру чи малтан çырнин пулать. Иккĕмĕшне урăх вариант сĕнеççĕ.

Çĕр лаптăкне Инçет Хĕвелтухăçĕнче 5 çуллăха параççĕ. Палăртнă вăхăт иртсен ăна харпăрлăха куçармалла е нумай çуллăха тара илмелле. Анчах та унпа тĕллевлĕн усă курмаллах.

Инçе çĕре куçса кайма кăмăл пуррисем https://надальнийвосток.рф/ сайт урлă хăйсем тĕллĕн те çыру çырма пултараççĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас