Инçет Хĕвелтухăçĕнче миçешер гектар уйăраççĕ?

6 Нарăс, 2017

Раççейри кашни çын 2017 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен Инçет Хĕвелтухăçĕнче çĕр илме пултарать. Граждансен ăна Федерацин 2016 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 119-мĕш «Инçет Хĕвелтухăç гектарĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн илме ирĕк пур. Ыйтăва çĕр лаптăкĕллĕ пулма федерацин «НаДальнийВосток. РФ» информаци тытăмĕн пулăшăвĕпе Интернет урлă çырмалла.

Программа Инçет Хĕвелтухăçĕнче пурăнакансем валли 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче старта тухнă. Ку таранччен 30 пин ыйту çитнĕ. Чи нумаййи — Саха Республикинчен /Якути/ — 33%. Иккĕмĕш вырăнта — Приморье крайĕ /28%/, виççĕмĕшĕ — Сахалин облаçĕ /16%/.

Ыйтусене тĕпе хурса хатĕрленĕ статистикăпа килĕшÿллĕн çынсем çĕре çурт-йĕр çавăрма илеççĕ /28%/. 17,5 проценчĕ — ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме, выльăх, хурт-хăмăр ĕрчетме, аграри секторĕн ытти енĕпе вăй хума. Канса сывлăха çирĕплетес шухăшлисем — 7%.

Инçет Хĕвелтухăçĕнче Çын пурлăхне аталантаракан агентство граждансене çĕр лаптăкне усă курма илес тĕлĕшпе меллĕ пулма пĕр йышши 30 йышăну хатĕрленĕ. Материалсене сайтра пичетленĕ. Унтах Инçет Хĕвелтухăçĕнче çĕр илекен граждансене патшалăх кÿрекен пулăшу виçисем çинчен пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Сайтра çĕнĕлĕхпе кăсăкланакансем валли ятарласа Пулăшу центрĕ уçăлмалла. Программа кашни гражданина федерацин Инçет Хĕвелтухăç округĕн территорийĕнче пĕр гектар таран патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре пĕр хутчен тÿлевсĕр илме ирĕк парать. Виçĕ çултан деклараци тăратмалла, пиллĕкрен харпăрлăха куçармалла е нумай çуллăха тара илмелле. 10 çын таран ушкăнпа та ыйту çырма юрать.

Рубрика: 

Комментари хушас