Импорта хамăрăн продукци улăштарать
24 Oct, 2016

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Саратовра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш мероприятийĕсене хутшăннă. Михаил Бабич полпред, çавăн пекех Раççей промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров хутшăннипе асăннă канашăн «Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчи экономикăна аталантармалли тата импорта хамăрăн продукципе улăштармалли мероприятисене пурнăçлани çинчен» темăна халалланă ларăвĕ иртнĕ.

Михаил Бабич округри регионсем РФ Президенчĕ импорта хамăрăн продукципе улăштарма лартнă тĕллеве пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртнă. «Кăтартусем çапларах: Про-мышленноç министерствин отрасльсен планĕсене пурнăçлама хутшăнакан 155 предприятирен 102-шĕ пĕтĕмпе 8 миллиард ытла тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен округри предприятисене 2015 çулта кăна 28,3 миллиард тенкĕ уйăрса панă», — тенĕ вăл. Çав вăхăтрах татса паман ыйтусем те пур. Калăпăр, патшалăх хутшăнакан компанисем сутнă продукцишĕн тÿлесси тăсăлса каять. Çавăн пекех пысăк технологиллĕ производствăсене патшалăх енчен пулăшассине упраса хăварасси пĕлтерĕшлĕ.

Денис Мантуров министр чикĕ леш енчен кÿрекен таварсене хамăрăннипе улăштарас ĕçе ырласа хакланă. «Процесс япăх мар пырать, промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнче импорт тÿпи чакать. Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕн усси пысăк, девальваци витĕмĕ те пур. Анчах асăннă витĕм яланах пулмĕ. Паян тенкĕ çирĕпленсе пынине куратпăр. Пирĕн кĕске вăхăтра импорта улăштаракан продукци производствипе çыхăннă лару-тăрăва çирĕплетсе ĕлкĕрмелле», — тенĕ вăл.

Канаш Раççей Правительстви, федераци министерствисемпе ведомствисем, регионсен влаçĕсем валли тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрленĕ, вĕсем импорта улăштармалли ĕç тухăçлăхне пысăклатма тивĕç.

Округри ĕçлĕ çынсемпе тата политика элитипе пĕрле Михаил Игнатьев ФАОри регионсенчи предприятисен импорта улăштаракан продукцийĕн куравĕпе паллашнă. Вăл палăртнă тăрăх — предприятисен презентацийĕ продукцие ют çĕршывсене ăсатассипе çыхăннă майсене хаклама пулăшать. «ЭКРА» НПП презентацийĕнче Михаил Бабич тата Денис Мантуров Чăваш Енĕн электротехника кластерĕн экспорт майĕсем анлăланнине çирĕплетнĕ. Денис Мантуров заместительне Чăваш Республикине килессине хăйĕн ĕç планне кĕртме хушнă.

«Республикăри предприятисемпе организацисем импорта хамăр продукципе улăштармалли туртăма тĕпе хурса Раççей Промышленноç министерствине хăйсен конкурентлă продукцине тивĕçлĕ шайра кăтартасса шанатăп», — тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл регионта экспорт валли таварсем туса кăлармалли условисем лайăххине палăртнă. Регионта электротехника предпри-ятийĕсем наукăпа вĕрентÿ секторĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ, вĕренÿ заведенийĕсем производствăра кирлĕ профессисемпе ăста специалистсене хатĕрлеççĕ.

Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Иван Белозерцев Пенза тата Шупашкар хулисем тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунине аса илтернĕ. «Эпир Чăваш Республики тин çуралнă ачасем вилессин чи пĕчĕк кăтартăвĕсемпе лидер пулнине пĕлетпĕр. Республикăри предприятисем экспортпа ăнăçлă ĕçлеççĕ. Эпир Шупашкар хулин тирпейлĕхпе, хăтлăхпа çыхăннă опытне те тишкертĕмĕр. Сирĕнтен вĕренмелли пур», — тенĕ вăл.

Оренбург облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Юрий Берг хăй ертсе пыракан регион Чăваш Енпе лайăх çыхăну тытни çинчен каланă. Пермь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Виктор Басаргин Чăваш Енпе строительство, ял хуçалăхĕ тата хĕвел энергетики енĕпе алла-аллăн ĕçленине çирĕплетнĕ. «Хĕвел батарейисен производстви Чăваш Еншĕн инноваци тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ, çак проект ăнăçлă ĕçлет. Нумаях пулмасть кăна эпир сирĕн строительство организацийĕсенчен пĕринпе килĕшÿ турăмăр, вăл Пермь крайĕнче çине тăрса ĕçлĕ. Чăваш Ен пурăнмалли 200 пин тăваткал метр таран çурт-йĕр тăвассине палăртнă», — тенĕ кĕпĕрнаттăр.

Тутарстанăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин Тутарстанпа Чăваш Ен экономикăри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыни çинчен каланă. Тутарстанра чăвашсем йышĕпе тутарсемпе вырăссем хыççăн виççĕмĕш вырăнта: «Чăвашсем — туслă та ĕçчен халăх, пире авалтанпах тăванла хутшăнусем çыхăнтараççĕ. Малашне те туслă пулăпăр, экономикăри чăрмавсене пĕрле сирĕпĕр». Фарид Мухаметшин нумаях пулмасть Комсомольски районне килсе кайни, 250 çул тултарнă тутар шкулĕнче пулни çинчен каласа панă: «Чăваш Енри улшăнусемшĕн савăнтăм. Çулсем лайăхланнă, экономика çирĕпрех, тĕп хула илемлĕрех. Шупашкара паллама çук — тирпейлĕхĕпе, хăтлăхĕпе Раççей субъекчĕсен чи пысăк тĕп хулисемпе пĕр рете лартма пулать. Эпир нумайăшĕнпе туслă, ял хуçалăх, промышленноç сферисенче бизнеса аталантаратпăр. Ман шутпа, Чăваш Ен ял хуçалăхĕн специалисчĕсен ĕçĕ пирĕншĕн нумай енĕпе тĕслĕх пулма тивĕç».

Палăртни вырăнлă: Саратоври экспозицире «ЭКРА» хăйĕн аварисенчен сыхланмалли авто-матикипе паллаштарнă. Çак продукци чикĕ леш енчи аналогсенчен шанчăклăрах тата йÿнĕрех. Пĕтĕмĕшле илсен вара Чăваш Республики суту- илÿ енĕпе тĕнчери 83 çĕршывпа çыхăну ты-тать. Чăваш Ен чикĕ леш енне кондитер изделийĕсем, электровиçев механизмĕсем, хими ху-тăшĕсем тата ытти продукци ăсатать. 2015 çулта ют çĕршывсене 143 миллион ытла долларлăх тавар ăсатнă. Кăçал çак кăтарту 210 миллион долларпа танлашмалла. Санкцисен режимне шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2020 çул тĕлне çак кăтартăва 270 миллион доллара çитермелли тĕллев лартнă.

Д.ВОЛКОВ