Ильминский урамĕ пулĕ-и?

9 Çĕртме, 2015

Геннадий Юмарт "Кĕнеке" сăввинче çапла çырать:

...Хутшăнмасăр тĕнчепе

Йĕркелеймĕн пурнăçа.

Вырăс халăх тĕнĕпе

Уçрăмăр эпир куçа.

Ун кĕлли, йăли-йĕрки

Кĕнĕ çав кĕнекене.

Пулчĕ "Чăваш кĕнеки"

Ăс çăлкуçĕ вырăнне.

Çак йĕркесенче тарăн шухăш палăрать, "вырăс халăх тĕнне" илсе килсе чăваша пĕлÿ, вĕренÿ, урăх йышши культура пама тăрăшнă çынсем асăма килеççĕ. Çавсен йышăнчисенчен пĕри - Николай Ильминский профессор, паллă ăсчах-этнограф. Ăна Раççейĕн Европа пайĕнче тата Çĕпĕрте пурăнакан халăхсене тĕпчекен кашни этнограф пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен Николай Иванович этнографипе кăсăкланнă çеç мар, ĕçĕ-хĕлĕпе регионти этноссен пурнăçне йĕркелесе пынă. Вăл ĕç пÿлĕмĕнче ларнипе çеç çырлахман. Чĕлхене вĕренес, халăх йăли-йĕркипе паллашас тĕллевпе вырăна тухса çÿренĕ. Хусан кĕпĕрнинчи ялсенчен вăл ăс-тăнне пуянлатса, çав тăрăхри лару-тăру çинчен пуян информаци пухса таврăннă. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнăран, чĕлхесене пĕлнĕрен ют çынсемпе хăвăрт туслашнă вăл. Çынсемпе куçа-куçăн калаçнă май Атăлçи халăхĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă шухăшсене - шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентесси, чиркÿ кĕнекисене вак халăхсен чĕлхи çине куçарасси, çав чĕлхепех кĕлĕсем ирттересси, наци тĕн кадрĕсене хатĕрлесси т.ыт.те - çуралнă.

"Николай Ильминскипе тĕл пулмасан, - çырнă чăвашăн пĕрремĕш шкулне уçакан Иван Яковлевич Яковлев, - эпĕ, ахăртнех, тÿре-шаран тата педагогăн ахаль çул-йĕрĕпе утнă пулăттăм. Чăвашсемшĕн нимĕн те тăваймастăмччĕ". Хусанти Тĕн академийĕн тата Хусан патшалăх император университечĕн профессорĕ Николай Иванович Ильминский педагог, миссионер, ученăй-востоковед, сахал йышлă халăхсемшĕн, вăл шутра чăвашсемшĕн те, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç сахал мар тунă.

Ильминский Атăл, Урал тăрăхĕсенчи, Çĕпĕрти тата Вăтам Азири вырăс мар халăхсене вĕрентмелли тата воспитани памалли хăйнеевĕрлĕ система туса хатĕрленĕ. Вăл вак халăх çыннисене вырăссемпе çут ĕçĕ урлă çывăхлатма тĕллев лартнă. Вак халăх ачисене тăван чĕлхепе пуçламăш пĕлÿ памалли çинчен çирĕплетсех каланă. Ильминский системин пысăк пайĕ правительство 1870 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ "Раççейре пурăнакан сахал йышлă халăхсене вĕрентесси çинчен" правилăсенче те вырăн тупнă.

...Иван Яковлевич Яковлевăн 1917 çулта çырнă статйинче çакăн пек йĕркесем пур: "Вак халăхсене çутта кăлармалли меслетсене эпĕ 1870 çулта Н.И.Ильминскийпе паллашсан ăса хыврăм. Хамăн малашнехи ĕçе-хĕле унăн шухăшĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пытăм". Иван Яковлевич унпа пĕрремĕш хут сентябрĕн 5-мĕшĕнче тĕл пулнă. Çак самант çинчен вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне А.Баратынские пĕлтернĕ: "Ĕнер Ильминский патĕнче пултăм, унпа нумайччен калаçса лартăмăр, шкулне кайрăмăр. Ильминский... питĕ ăслă, тĕ-лĕнмелле пултаруллă çын".

"Манăн пурнăç" автобиографийĕнчи Н.Ильминские халалланă "Манăн вĕрентекен" пайра Николай Иванович пирки нумай ырă сăмах каланă И.Я.Яковлев. "Ильминскин ыттисенни пекех çитменлĕхсем те çук мар. Анчах вĕсене унăн чун-чĕрин, кăмăл-туйăмĕн ытти паха енĕсем хупласа хураççĕ, - тенĕ И.Я.Яковлев. - Кĕскен каласан, пурнăçра эпĕ ун пек çынна тек тĕл пулман. Ильминские тĕл пулман, курман пулсан çветтуйсем пуррине ĕненмен пулăттăм. Вăл мана çынсем мĕн таран сăваплă пулма пултарнине кăтартса пачĕ..."

Иван Яковлев Н.Ильминский патне час-часах кайса çÿренĕ. Пĕррехинче вăл "ун патĕнче юлашки тăватă уйăхра сахалтан та 30 хутчен пулни çинчен" каласа кăтартать: "Тепĕр чухне Ильминский патне тавралăха каç ĕнтрĕкĕ çапсан пыраттăмччĕ те чиркÿ чанĕсем ирхи кĕлле чĕннĕ чухне тин тухса каяттăмччĕ". Вăрăма тăсăлнă калаçусен вăхăтĕнче, ахăртнех, Ильминский Яковлева "тăван чăваш халăхне вĕрентес ĕçе вырăс чĕлхи çинче мар, тăван чĕлхе çинче никĕслемеллине, çак меслет мĕнпур вак халăхсемшĕн тĕпре пулмаллине ĕнентернĕ".

Иван Яковлевич 1871 çулхи çулла тата кĕркунне чăваш букварьне пичетлеме хатĕрленĕ. Çак ĕçре ăна Н.Ильминский тата унăн вĕренекенĕ, Хусан университечĕн студенчĕ В.Белилин нумай пулăшнă. Тепĕр çул Яковлев - каллех Ильминский пулăшнипе - Хусанта чăваш букварĕн икĕ кăларăмне кун çути кăтартнă. Ильминский сĕннипе И.Яковлева университет пĕтернĕ хыççăн 1875 çулта Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ. 1883 çулта ăна инспектора лартнă.

Ильминский 1883 çултан пуçласа пурнăçĕнчи юлашки кунчченех /1891 çулта çĕре кĕнĕ вăл/ çулсерен Чĕмпĕр чăваш шкулне килсе çÿренĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшнă. "Темиçе çул харăс Ильминскирен укçа килчĕ, - çырнă И.Яковлев. - Унпа шкул çумĕнчи хĕрарăмсен училищи валли усă куртăм". Ильминский хăйĕн семинарийĕнчи мастерскойран Яковлев шкулне станоксем панă, чи лайăх вĕренекен семинаристсене чăваш шкулĕсене ĕçлеме янă.

Реакционерсем чăваш çырулăхне йĕркелессине хирĕçлесе, И.Яковлевăн çутлăх ĕç-хĕлне сивлесе час-часах статьясем пичетленĕ. Н.Ильминский чăваш халăхĕн аслă ывăлне пĕр хутчен çеç мар çутĕç тăшманĕсенчен хÿтĕленĕ. Сахал йышлă халăхсен шкулĕсем валли вĕренÿ программисемпе пособисем хатĕрленĕ, вăл тăрăшнипе чăваш ачисем валли 49 шкул уçнă. И.Яковлева Евангелие, тĕн, ăслăлăх кĕнекисене чăвашла куçарма пулăшнă.

Николай Ильминский çитмĕл çула кайсан вилнĕ. Вăл Хусанти Ар масарĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Ăна юлашки çула ăсатма Иван Яковлев, Мăнçăрма чăвашĕсем хутшăннă. Вилтăпри çинче - палăк. Ун çине "Николай Иванович Ильминские, вак халăхсен çутта кăларуçине" тесе çырнă...

Мĕншĕн аса илтĕм-ха Николай Ильминские? Вăл Иван Яковлевичпа туслă пулнишĕн кăна мар, тăван халăхăма çутталла туртнăшăн, унăн малашлăхĕшĕн пăшăрханса тунă курăмлă ĕçсемшĕн /ан тив, вăл тытса пынă çул-йĕре сивлекенсем те çук мар/ асăма килчĕ вăл. Çÿлерех çырса кăтартни анлă кÿлĕри тумлам шыв пек çеç. Паянхи чăваш кунçулĕ - Н.Ильминский акса хăварнă вăрлăхсен ырă çимĕçĕсенчен пĕри. Манăн шухăшăмпа, эпир, чăвашсем, Пенза хулинче çуралса ÿснĕ çак вырăса хисеплеме тивĕç. Ун çинчен час-часах аса илсе е палăк лартса... Е тата Чăваш Енĕн тĕп хулин, Шупашкарăн, пĕр урамĕ Николай Ильминский ячĕпе хисепленсен начар пулĕччĕ-и?

 

Рубрика: 

Новости по теме