Илле ТĂХТИ

10 Çурла, 2015
Илья Ефимович Ефимов /Илле Тăхти/ 1889 çулхи сентябрь уйăхĕн 4/16/-мĕшĕсенче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕн /халĕ Тăвай районĕ/ Нÿшкассинче çуралнă. 1903 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕнĕ. 1908-1914 çулсенче Тавăтри пуçламăш шкул /Элĕк районĕ/ учителĕ пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн Вятка кĕпĕрнине куçса кайнă, çулталăкран ăна Пĕрремĕш тĕнче вăрçине илнĕ.
Октябрьти революци хыççăн Тăхти каллех халăха вĕрентес ĕçе кÿлĕннĕ: Шăхранти /халĕ Канаш/ кăтартуллă шкулта, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕнче, Шупашкарти педтехникумра ĕçленĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Литература ĕçне Тăхти 1905 çулта тытăннă, малтан чăвашла тата вырăсла сăвăсем çырнă. 1906-1907 çулсенче вăл семинарире тухса тăнă "Шурăмпуç" ятлă ал çыру журналне кăларма хутшăннă. 1911 çулта унăн "Хураç" калавĕ Хусанта "Пуян пулас килсен, çак кĕнекене ил" ятпа уйрăм кĕнекен тухнă. Çак çулах вăл тата "Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем" кĕнекене кăларнă.
И.Тăхти 1938 çулхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта ÿпке чирĕпе вилнĕ.
 
Чăваш поэтсене
Чăваш поэт пуличчен
Тăлăх турат пулас-мĕн:
Çĕтĕк-çурăк тăхăнса,
Урам тăрăх тăсăлса,
Хура-мара хутаçпа
Ыйткаласа çÿрес-мĕн.
 
Чăваш поэт пуличчен
Хăрăк турат пулас-мĕн:
Тăвăлпала хуçăлса
Персе анас çĕр çине,
Çурхи шывпа юхăнса
Юхса тухас Атăла.
Атăл хумĕ хумхатса
Тĕнче хĕрне çитиччен
Илсе кайтăр юхтарса.
 
Чăваш поэт пуличчен
Пилеш туя пулас-мĕн:
Кĕрхи çĕрле, тĕттĕм чух,
Тухса каяс вăрмана,
Арçурипе шуйттана
Шăмми-шакки ваниччен
Хĕртсе çÿрес çĕрĕпе.
 
Чăваш поэт пуличчен
Ват сăвăслан пулас-мĕн:
Куштан çынсем çăвара
Кара-кара вăрçнă чух
Куштансенĕн чĕлхине
Сăнă лартса хварас-мĕн.
 
Чăваш поэт пуличчен
Хура çĕлен пулас-мĕн:
Вĕчĕх-кĕвĕç чăвашсем
Харлаттарса ыйхăва
Çварне карса выртнă чух
Вĕсен вĕчĕх çăварне
Шуса кĕрес майĕпе,
Хапсăнчăклă пырпала
Ăш-чиккине анас та
Кĕвĕç чĕри çумĕнче
Йăва туса вырнаçас.
Ун пек вĕчĕх çынсене
Ирлĕ-каçлă чĕрине
Кĕвĕлтерсе кĕвĕçпе
Сăхса выртас йăваран.
 
 
Çакă юрра юрличчен
Алă-ура кантарма
Кÿршĕ-аршă выльăхне
Ал туйипе хваласа,
Кÿпке-кÿпке амантса
Урам тăрăх чупас-мĕн.
 
Çыруç-поэт пуличчен
Хура çăхан пулас-мĕн:
Виçĕ кунтан малтанах
Вилĕм-çĕтĕм пуласса
Виле шăрши туйăнсан
Кăринкласа кантăкран
Хура пупа систерсе
Савăнтарса калас-мĕн.
 
Сăвăсене ÿкерсе,
Çамка тирне хытарса
Асапланса лариччен
Чăх тăмани пулас-мĕн:
Ăна-куна хĕстерсе,
Паххисене утланса,
Хура çĕрле шикленсе,
Вăрттăн çÿрен çынсене
Ватă йăмра тăрринчен
Тĕввик-тĕввик шăхăрса,
Кукăр çула кăтартса
Çĕр каçиччен ларас-мĕн.
 
Чăваш поэт пуличчен
Вĕре çĕлен пулас-мĕн:
Хĕвел анса ларсассăн
Кив уйăхпа тĕттĕм çĕр
Хĕрлĕ хĕмлĕ хĕмленсе,
Вут-кăварлă ялкăшса
Çиçсе тухас пĕлĕте.
Вырăн çинче выртакан
Этемсенĕн чĕрине
Кăвар тăкса çунтарас.
Чăваш поэт-çыруçсем!
Перо вĕçне хуратса
Шурă хута варличчен
Çĕçĕ тытса хăйраса
Пушăт тума тытăнăр.
Çич пушăтпа тавăрса,
Шакка-шакка çăпата
Хуçа-хуçа хурăр та
Тухса сутăр Кавала:
Тварпа краççын илмелĕх
Пайта пулĕ çпатаран;
Хаклăраха сутсассăн
Услам тăвăр тапаклăх.
 
Чăваш халăх умĕнче
Аслă ятпа тăракан,
Пĕтĕм тĕнче пĕлекен
Чăваш поэт-çыруçсем!
Ватти-вĕтти, чĕпписем!
Юпа пулăр пурăр та.
Уй хапхисен тăпсине
Ялтан яла ларăр та
Иртен-çÿрен хапхана
Уçа-уçа хупнă чух
Чăррик-чаррик! çухăрăр;
Кĕрен-тухан урапин
Тĕнĕл пуçне перĕнсе
Ĕмĕр пурнăр савăнса.
1925
 
х х х
Çилленме мар, вăрçма мар,
Хурлантарас шутпа мар,
Хĕрхенсе-çке ман сăмах
Этем ывăль-хĕрсене
Çапла пырать сыпăнса
Аялтан та çÿлелле,
Шмакка кĕпçи сыпăкле.
Шыв хĕрринче ÿсекен
Вăрăм шмакка кĕпçилле
Ман сăмах та çÿлелле
Ÿснĕçемĕн вĕçĕнче
Шур чечеке лартăрччĕ,
Иртен-çÿрен çынсене
Ырă шăршă пултăрччĕ,
Юр айĕнчен тухакан
Кĕрен чечек çеçпĕл пек
Тутлă шăршă сартăрччĕ.
1937
 
Самана
Çут çанталăк улшăнчĕ,
Пĕтĕм тĕнче вăранчĕ.
Хĕлле иртсе çу çитрĕ,
Юр ирĕлчĕ, çĕр тухрĕ.
 
Хĕвел пăхать çав хĕртсе,
Кунтан-кунах ăшăрах,
Йывăç-курăк ешерсе
Ÿсет ĕнтĕ вăйлăрах.
 
Кивĕ, йывăр самана
Юхса кайрĕ çур шывпе.
Авалтанхи ылхана
Çĕнтертĕмĕр пĕтĕмпе.
 
Иртнĕ хĕлле сивĕччĕ,
Пирĕн пурнăç хурлăхчĕ,
Çак çуркунне аванах,
Хальхи йĕрке лайăхах.
 
Пуяннипе чухăнни
Пĕр хисепе кĕреççĕ.
Куштаннипе мĕскĕнни
Пĕр сак çине лараççĕ.
 
Тĕрлĕ йывăç-курăксем
Ÿсме тивĕç çĕр çинче,
Тĕрлĕ чĕлхе халăхсем
Пĕр хисеплĕ хальхинче.
 
Ĕлĕк пурăннă чăваш
Пуринчен те пит йăваш,
Çапах ăна мăшк[ăл]ланă,
Тивĕçсĕрех хурланă.
 
Халĕ ĕнтĕ апла мар,
Пире те хисеплеççĕ,
Кунтан-кунах ыр хыпар,
Этем шутне кÿртеççĕ.
 
Тăр кăнтăрла лайăх та,
Çавра çилпе пăсăлать;
Ку самана ырлăх та,
Вăрçă пирки хумханать.
 
Нимĕç тарçи пуласран
Сыхă тăрăр, халăхсем!
Ыр самана тарасран
Хытă тăрăр, этемсем!
 
Мĕскĕн чăваш халăхĕ,
Вăран ĕнтĕ ыйхăнтан!
Çакă тĕнче пиллĕхĕ
Тармĕ вара санăнтан...
 
Тискер кайăк-кашкăрсем,
Сурăх тытма чарăнăр;
Ялти куштан чăвашсем,
Мăн кăмăла пăрахăр!
 
Çĕрле вĕçен тăманан
Кăнтăрлапа куç курмас[ть].
Ĕлĕк выçă куштанăн
Халĕ ĕнтĕ ĕç ăнмас[ть].
Усал тискер кайăка
Танатапа тытаççĕ;
Кутăн-чĕмсĕр куштана
Халăхпала чараççĕ.
 
Астăватăр хăвăр та:
Патшине те кăларчĕç:
Пĕлĕр ĕнтĕ пурсăр та:
Куштан чарма - халăх ĕç.
 
Тĕнче сăнĕ аван-çке
Ăшă хĕвел çутипе;
Этем пурнăç ырă-çке
Аслă вĕренÿ йĕркипе!
 
Атăл шывĕ аслă вăл
Кама шывпе хутшăнсан,
Чăваш халăх вăйлă вăл
Пĕр канашпа пурăнсан.
 
Шурăмпуçĕ килнĕ чух
Юрра пуçлаç шăпчăксем,
Ырă пурнăç кĕтнĕ чух
Ĕçлер ĕнтĕ, чăвашсем!
1917

Новости по теме