Илĕртет «анне укçи»

Республика прокуратури 53 çулти Валентина Державина, 32-ри Александр Орлов тата 30-ти Ольга Удифанова тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Вĕсене ултавшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕ çапларах: «Тайс» консалтинг компанийĕ» ООО ертÿçи Державина малтан хăй тĕлĕн, кайран каварлашнă ушкăн йышĕнче ултавлă ĕçпе аппаланнă. Ушкăна потребительсен «Транспортник» кредит кооперативĕн правленийĕн председателĕ Орлов, çак кооператив уйрăмĕн ертÿçи Удифанова та кĕнĕ. Пĕрле вĕсем Чăваш Енре, Калуга, Тула, Ярославль облаçĕсенче пурăнакан 17 çыннăн амăшĕн /çемье/ капиталне улталаса вăрланă - пĕтĕмпе 5 млн тенке яхăн.

Риэлтор пулăшу ĕçĕсем кÿретпĕр тесе Державина пурăнма юрăхсăр çуртсем шыранă. 50-130 пин тенкĕ тăраканскерсене граждансене амăшĕн капиталĕпе туянма сĕннĕ. Çакăн хыççăн кредит кооперативĕнче çурт-йĕр туянма кивçен пани çинчен суя килĕшÿсем хатĕрленĕ, çуртсен чăн хакĕпе амăшĕн капиталĕн виçи хушшинчи уйрăмлăх пысăк пулнă - çав укçапа ултавçăсем хăйсем усă курнă.

Унсăр пуçне Державина çурт-йĕр сутакансен 180 пин тенкĕ укçине те вăрланă. Тата - хăйне пăхăнса тăракансен 1,8 млн ытла тенкине. Орлов хăй ертсе пыракан кредит кооперативĕн ĕç-хĕлĕнче компьютерăн лицензилемен программипе усă курнă. Çапла майпа программа хуçисене 103 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Уголовлă ĕçе тишкерме Шупашкар хулинчи Мускав районĕн судне панă.


К.НИКОЛАЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.