Илемлĕ мăкăнь...

16 Юпа, 2015

Пахчари мăкăнь çеçке çурсан епле илемлĕ! Анчах ăна, наркотиклă ытти ÿсентăрана çитĕнтернĕшĕн Уголовлă кодекспа тата Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн явап тыттарни пирки хăшĕсем пĕлмеççĕ те пулас.

КоАПăн 10.5.1 статйипе ки­лĕшÿллĕн уголовлă майпа явап тыттармалла мар тĕслĕхсенче наркотиклă ÿсентăрана саккуна пăсса çитĕнтернĕшĕн граждансене 1,5-4 пин тенкĕлĕх административлă майпа штрафлама е 15 талăк таран арестлеме пултараççĕ. Юридици вăйĕнчи тытăмсене 100-300 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

Уголовлă кодексăн 230 статйин 1-мĕш пайĕнче вара асăннă йышши преступленишĕн уголовлă майпа явап тыттарассине çирĕплетнĕ: 300 пин таран тенкĕлĕх е айăпланаканăн 2 çул таранчченхи шалăвĕ е урăх тупăшĕ чухлĕ штрафлама, 480 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме е ирĕклĕхне 2 çул таран виçеллĕ тума, е асăннă вăхăтлăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Яваплăх тĕсĕ çитĕнтернĕ наркотиклă ÿсентăран шутĕнчен килет. Сăмахран, пысăк калăпăшпа çитĕнтернĕ-тĕк - уголовлă яваплăх, пĕчĕкрех виçепе пулсан - административлă яваплăх.

РФ Правительствин 2010 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчи 934-мĕш йышăнăвĕнче çирĕплетнĕ тăрăх - наркотиклă мăкăнĕн тата унăн тĕсĕсен хунавĕсем 10-ран, кантăрăн 20-рен ытларах пулсан ку пысăк виçе шутланать. Уйрăмах пысăк виçе - мăкăнĕн 200 ытла, кантăрăн 330 ытла хунавĕ.

Уголовлă кодексăн 231 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн наркотиклă ÿсентăрана ушкăнпа калаçса татăлса пысăк виçепе, каварлашнă ушкăнпа е уйрăмах пысăк виçепе çитĕнтернĕшĕн ирĕклĕхе 2 çул таран виçеллĕ туса е унсăрах 8 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Çитĕнтернин /культивирование/ шутне вара наркотиклă ÿсентăрана акса ÿстерни кăна мар, ăна акса ÿстермелли ятарлă условисем йĕркелени, çитĕнтермелли технологисене лайăхлатни, çĕнĕ сортсем туни, тухăçа ÿстерни тата япăх метеорологи условийĕсене тÿсĕмлĕ туни те кĕреççĕ.

Тĕслĕхсене инçетре шырамалла мар. Калăпăр, кăçалхи августра Елчĕк районĕн миравай сучĕ 57 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртрĕ. Ăна шăпах УК 231 статйин 1-мĕш пайĕпе /наркотиклă ÿсентăрана саккуна пăсса çитĕнтерни/ айăпланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - вăл май уйăхĕнчех хăйĕн пахчинче ятарласа акмасăрах çитĕнекен мăкăнь хунавĕсене асăрханă. Анчах вĕсене тĕп туман, шăварнă, çумланă - лайăх çитĕнмелли условисем тунă. Полици сотрудникĕсем оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май унăн пахчинче мăкăнĕн 60 хунавне тупнă - пысăк виçе шутланать. Экспертиза çак хунавсенчен наркотиклă 944 грамм мăкăнь туни пулассине çирĕплетнĕ.

Суд ларăвĕнче арçын хăйĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 15 пин тенкĕлĕх штрафланă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

П.КОКОРЕВ,

Елчĕк районĕн прокурорĕн заместителĕ

Рубрика: 
Автор: