Илемĕн çын пурнăçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ

«Хитре, хитре тееççĕ, хитре мĕнле пулать-ши?» — çапла лартать ыйтăва чăваш. Шăп çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ илем философийĕ. Чăвашсем çеç мар, ытти халăхсем те çавах, илем пирки шутлаççĕ, ун вăрттăнлăхне пĕлме тăрăшаççĕ.

Кашни çын илем тĕнчине килет. Куçне уçнă-уçманах ăна илем ыталаса илет те пурнăç тăршшĕпех хавхалантарса, килентерсе пырать. Вилсен те илем йĕркине тытса пырса ăсатса яраççĕ.

Илемĕ вара пур çĕрте те пĕр пек мар. Çак уйрăмлăх çут çанталăкра та, çынпа ун пурнăçĕнче те, искусствăра та аван палăрать.

Экваторпа тундра тăрăхне илсен хĕвелĕ те, ÿсен-тăранĕ те, выльăхчĕрлĕхĕ те, кайăк-кĕшĕкĕ те, çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пулăмсем те урăхла.Шăп та çак уйрăмлăхсене пăхăнса майлашăнса, аталанса пынă та ĕнтĕ унти çынсен, халăхсен пурнăçĕ, пĕрлех тата илем тĕнчи, урăхла каласан, эстетика культури. Çак культура вăл питĕ пуян та нумай енлĕ пулăм. Унта — мĕн авалтан ăруран ăрăва куçса пынă халăх опычĕ, калама çук пысăк пуянлăх. Мĕнрен пуçланса кайнă-ха çак культура?

Ку ыйту пирки тĕрлĕ калаçу, тĕрлĕ концепци пулсан та ĕç пĕлтерĕшне мала хуни тĕрĕс пуль тетĕп. Авалхи çынна илсен унăн малтанхи тĕп тăрăшулăхĕ, паллах, ĕçре пулнă. Пĕтĕм пурнăç шăп та çавăнтан килет вĕт. Çиес килни, хÿтлĕх кирли аса илтерсех тăрать. Чи пахи, шанчăкли ĕç хатĕрĕ пулса тăрать. Илер-ха чултан тунă пуртта. Тĕлĕнмесĕр пăхса тăраймăн. Пур енчен те виçеллĕ, килĕшÿллĕ, аври валли шăтарни те çап-çаврака. Сунара çÿремелли сăнăра та ăсталăх пурри сисĕнет, сăрлама тăрăшнă. Тен, илемĕ нумаях та мар, анчах хăй ĕçне тунă. Сăрланă сăнă хытăрах вĕçет пек, тĕл лекнĕн туйăнать. Апла тăк ăна упрамалла, шанчăклă вырăнта тытмалла. Çак авалтан пыракан туртăм паян та çаплипех вăйлă. Уçса пăхар-ха асанне е кукамай çÿпçине. Унта ик çĕр çул каялла çĕленĕ пир кĕпе выртать. Тĕрри мĕне тăрать! Малалла вулас...

www.hypar.ru

Анатолий КИБЕЧ .

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.