Ильдар Абузяров Чăваш Енре те чарăнĕ

27 Пуш, 2019

«Пĕтĕм вырăс диктанчĕ» акци черетлĕ хутчен иртес умĕн çĕршыври анлă çул çÿрев пуçланнă. Владивостокран Таллин таран иртекен авточупăва тухнисем 27 хулана çитме тĕллев лартнă. Çырма пĕлнине тĕрĕслеме кăмăл тăвакансен йышĕ ÿссех пытăр тесе пуçарнă çул çÿреве Ильдар Абузяров çыравçă та хутшăнать. Вăл «Владивосток — Чулхула» маршрутпа çула тухнă.

Ыран, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл Шупашкара килсе çитĕ. Раççей çинчен кĕнеке çырма хатĕрленекен ушкăнри çыравçăпа Наци библиотекинче тĕл пулу иртет. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансем вулавăша 19 сехет тĕлне пухăнĕç.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас