Иккĕн вилнĕ: саккăрăн аманнă

15 Кăрлач, 2016

Инкек юнкун ирхине 9 сехет те 40 минут тĕлнелле Çĕнĕ Шу­­­­­­­пашкар-Тутаркасси автоçул çинче Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕ патĕнче пулнă.

Çил-тăман çав кун ытла та вăйлă тустарчĕ вĕт, тен, çакă та витĕм кÿнĕ пуль, çапах аварие, малтанлăха палăртнă тăрăх, ВАЗ-21099 автомобиль водителĕ сăлтавланă. Вăл машинăна «пăхăнтарайман», çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайнă та çĕр кăмрăкĕ тиенĕ КамАЗпа çапăннă. Грузовик хыççăн пыракан, Çĕнĕ Шупашкартан Сĕнтĕрвăррине кайма тухнă рейс автобусĕ те чарăнса ĕлкĕреймен - КамАЗа хыçалтан пырса çапнă.

Аварире çăмăл автомобиль водителĕпе пассажирĕ йывăр суранланнă - çавăнтах вилнĕ. ВАЗăн хыçалти ларкăчĕ çинче пулнă хĕр тата автобусăн çичĕ пассажирĕ, çав шутра пĕр ача аманнă, вĕсене больницăна ăсатма тивнĕ.

сăнÿкерчĕк http://forum.zarulem.ws

Рубрика: