Икĕ ача амăшĕ илем конкурсне хатĕрленет

9 Ака, 2018

Шупашкарта пурăнакан Наталия Овсепян «Раççей тĕнче миссисĕ 2018» конкурса хутшăнĕ. Илем ăмăртăвĕн финалĕ çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Краснодарта иртĕ.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче çуралнă Наталия Николаевна Шупашкарти медицина колледжĕн хĕрлĕ дипломне илнĕ, Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Качча тухнăскер 2 ача ÿстерет, туйсене йĕркелессипе çыхăннă проектсене ертсе пырать.

Паллă модельер Игорь Дадиани Наталия валли тумтир çĕлет. Наци тумне хатĕрлес ĕçе те вăлах кÿленнĕ. Хушпăвĕ вара Наталийăн амăшĕ çĕленĕскерех пулĕ. Шупашкар хула администрацийĕпе Çĕнĕ Шупашкарти модель агентстви те Нататлийăна конкурса хатĕрленме пулăшаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас