Игнатьевсем спектакль пăхнă

10 Пуш, 2016

Пуш уйăхĕн 5-мĕ­шĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне çитсе курнă.

Ларисăпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пăхма кăмăл тунăскерсене, театр директорĕ Вадим Ефимов тата пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев кĕтсе илнĕ. Республика Пуçлăхĕ тата театр ертÿлĕхĕ пĕр ĕмĕре çывхарса пыракан искусство храмĕн малашлăх аталанăвĕ пирки калаçнă, Михаил Васильевич çавăн пекех театрти хĕрарăмсене çуркуннехи пĕрремĕш уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе - саламланă.

Игнатьевсем çав каç «Мунча кунĕ» спектакль пăхнă. Рольсене РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Елизавета Хрисанфова тата ыттисем калăпланă.

Рубрика: