Хыснари укçапа усă куракансене çирĕп тĕрĕслеççĕ

2 Чÿк, 2018

Чăваш Енри коррупципе кĕрешессине йĕркелесе пыракан комиссийĕн паянхи ларăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

«Çурт-йĕр строительствине тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне аталантарасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртмешкĕн 2016-2018 çулсенче хыснаран 1 миллиард та 900 миллион тенкĕ уйăрнине каларĕ вăл. Çавна май 2016-2017 çулсенче 1500 ытла çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме май килнĕ. Кăçал 550 çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма палăртнă. Çав вăхăтрах çăмăллăха тивĕçнисем — ял тăрăхĕнче кирлĕ специалистсем, çамрăк çемьесем — патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевсĕр усă курни çине те пусăм турĕ Михаил Васильевич. Саккунпа килĕшсе тăман ĕçпе çыхăннă чиновниксен ячĕсене ыйтрĕ. Йĕпреç районĕнчи пĕр çемье, тĕслĕхрен, хыснаран уйăрнă укçапа пурăнмалли условисене лайăхлатман. Ун вырăнне кивĕ çурт сăнне кăна улăштарнă.

ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина каланă тăрăх, кăçал министерство укçа-тенкĕ тăкакĕпе çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатма 86 обьектра 31 мероприяти йĕркеленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче патшалăха 25 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнине тупса палăртнă, унăн пĕр пайне каялла тавăрнă та ĕнтĕ.

Элĕк район администрацийĕ тата Шупашкар хула администрацийĕ коррупципе кĕрешес ĕçе пурнăçланине уйрăммăн пăхса тухрĕç. Унта Юстмин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ярса панă документсене йĕркене кĕртеççĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Теги: 

Комментари хушас