"Хыпарта" - "Тăван" ассоциаци ертÿçи

26 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче Тюмень облаçĕнчи "Чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ" общество организацийĕн президенчĕ Ираида Маслова пулчĕ.

Ираида Николаевна хаçат ĕçченĕсене Тюменьри чăвашсем мĕнле пурăнни, вĕсем тăван чĕлхене, культурăпа йăла-йĕркене сыхласа хăварас тата малалла аталантарас тĕллевпе еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. 2016 çулта ассоциацие туса хунăранпа 25 çул çитессине пĕлтерчĕ, çак юбилея мĕнлерех хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Хăйсем "Хыпар" хаçата çырăнса илнине, ăна пурте юратса вуланине палăртрĕ.

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов Ираида Масловăна чăваш халăх хаçачĕн историйĕпе паллаштаракан кĕнекесем, çĕнĕ хаçат-журнал парнелерĕ, Тюмень облаçĕнчи чăвашсене салам калама ыйтрĕ. Ассоциаци пирки çырнă материала "Хыпар" хаçатăн 2016 çулта тухакан пĕр номерĕнче вулама май килĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме