«Хыпарăн» – çĕнĕ ертÿçĕ

14 Нарăс, 2017

Нарăсăн 9-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕ» АУ директорĕн — тĕп редакторĕн вакантлă должноçне йышăнмалли конкурс иртнĕ, унăн кăтартăвĕсем тăрăх конкурс комиссийĕ çĕнтерÿçе палăртнă. Вăл — хальччен «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă Татьяна Вашуркина.

Татьяна Вашуркина 1982 çулта çуралнă, 2004 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне пĕтернĕ. 2005-2012 çулсенче «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АУОн общественноçпа çыхăну тытакан специалистĕнче ĕçленĕ. 2012 çултан пуçласа 2014 çулччен — «Тăван Ен» хаçат сайчĕн редакторĕ, тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, тĕп редакторĕ. 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса — ЧР Информполитика министерствин «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕн тĕп редакторĕ.

Комментари хушас