“Хыпар” никĕслевçин çуралнă кунĕнче...
21 May, 2015 | Культура

Май уйăхĕн 19-мĕшĕ... Çак кун çулленех хĕвел ăшшăн пăхаканччĕ. Кăçал вара вăл ăмăр çанталăкпа пуçланчĕ, çапах Купăрляра Николай Никольский ăсчаха халалланă митинг уçăлсан, Муркаш енсем хăйсен илемлĕ юррисене шăрантарма пикенсен йывăррăн шăвакан пĕлĕтсем хыçĕнчен хĕвел курăнчĕ. Çапла вара пухăннă халăх, Шупашкартан пынă хăнасем Чăвашран тухнă пĕрремĕш профессор тунă ĕçсен умĕнче пуç тайса, ăна сума суса ирттерекен савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç.

- Эпир ача чухне хамăр тăрăхран Николай Никольский текен çын тухнине пĕлнĕ, анчах вăл çавăн чухлĕ ĕçленине, чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса пуян еткер хăварни пирки ăнкарман. Çавăнпа халĕ эпир Атăлпа Урал хушшинче пурăнакан халăхсен фольклорне, йăли-йĕркине тĕпченĕ ентешĕмĕрпе мăнаçланатпăр, - палăртрĕ район пуçлăхĕ, Ильич ячĕллĕ ЯХПК председателĕ Игорь Николаев. Ăна Чăваш Енри ăслăлăхпа искусствăсен халăх академийĕн ертÿçи Евгений Ерагин таврапĕлÿçĕ Николай Васильевич ят-сумне çĕклессишĕн нумай ĕçленĕшĕн аслă ăсчах медалĕпе чысларĕ. Сăмах май, ку наградăна "Край Приволжский, край Кинярский" кĕнеке авторĕ Римма Альтина та тивĕçрĕ.

Муркаш район администрацийĕн ертÿçи Ростислав Тимофеев сăмах илнĕ май хăйсен тăрăхĕнче туризма аталантарма ятарлă проектсем хатĕрлени, маршрута чаплă профессор çуралнă тăрăха та кĕртни çинчен палăртрĕ, чăвашсем валли чи малтан хаçат кăларнă çын пирки каласа кăтартни аякран килекенсене килĕшессе шаннине пĕлтерчĕ.

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай 54 çул пурăнса Купăрля тăрăхне пĕрремĕш хут килнине, çакăншăн савăннине каларĕ. Çитес çул "Хыпар" тухма пуçланăранпа 110 çул çитессине палăртрĕ, сумлă çак юбилее ирттерме пуçланине, Хусанти Купăрля чăвашĕ канлĕх тупнă Ар масарĕ çине "Хыпарçăсем" март уйăхĕнче кайса ăсчах умĕнче пуç тайнине пĕлтерчĕ. Никольский ячĕ вилĕмсĕррине ĕнентерсе çапла çирĕплетрĕ вăл:

- Францин паллă драматургĕ Жан-Батист Мольер академи членĕ пулма ĕмĕтленнĕ, анчах ăна йыша илмен. Вилсен вара академире унăн бюстне вырнаçтарнă, аяла çапла çырса хунă: "Унăн ят-сумĕшĕн нимĕн те кирлĕ мар, вăл хăй пирĕн ят-сумшăн кирлĕ". Хусанта пурăнакан çамрăк ăсчах Радик Исхаков кĕрешĕнсен пурнăçне тĕпчесе кĕнеке кăларнă, унта Николай Никольский çырса хăварнипе питĕ нумай усă курнă. "Хыпар" никĕслевçин мухтавлă ĕçĕ пире хамăра тата ытларах хисеплеме кирлĕ.

"Хыпар" Издательство çуртне 20 ытла çул ертсе пынă, Н.Никольский ятне çĕклессишĕн пысăк ĕçсем тунă Алексей Леонтьев тĕллевĕсем пирки калаçрĕ. Алексей Петрович Шупашкарта Никольский палăкне лартасшăн. Çак ĕçе пĕрле пурнăçлама чĕнсе каларĕ вăл.

Купăрля профессорĕн тăванĕ Николай Пантелеймонов Николай Васильевичпа тĕл пулнă самантсене аса илчĕ. Хусанта мăкшă ачипе - мăкшăлла, тутар çамрăкĕпе - тутарла, çармăс ывăлĕ-хĕрĕпе çармăсла калаçнине хăй курнине пĕлтерчĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ: ученăй 50 чĕлхе пĕлнĕ, вĕсенчен 12-шĕпе ирĕклĕн калаçнă.

Митингра Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ Алевтина Кириллова, Сосновка вăтам шкулĕн директорĕ Ирина Федотова тата ыттисем тухса калаçрĕç, шкул ачисем мухтавлă ентешне хисеплесе çырнă сăвăсене янăраттарчĕç, юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Сосновка библиотеки йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине те çак кунах паллă турĕç. Вулавăша 28 çул ертсе пыракан Татьяна Степанова ăшă саламсемпе парнесем йышăнчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем, таврапĕлÿçĕсем мероприятие наукăпа практика конференцийĕ йĕркелесе малалла тăсрĕç.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Автор тата С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.