"Хыпар" Издательство çурчĕн тěп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев Канашсемпе тĕл пулнă

19 Ака, 2017

Паян пĕтĕм республикипех Пĕрлехи информаци кунĕ иртнине эпир пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. "Хыпар" Издательство çуртĕнче те иртрĕ вăл. Çав вăхăтрах "хыпарçăсем" хăсйем те халăхпа тĕл пулаççĕ. Издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, сăмахран, Канашра пулнă.

Дмитрий Андреевич пĕлтернĕ тăрăх, унта вăл Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, хулари 5-мĕш ача садĕнче ĕç коллективĕсемпе курнăçнă. "Хыпарçă" республикăн паянхи аталанăвĕпе паллаштарнă май çур аки, экологи шăматкунлăхĕсем тата ытти пирки каласа кăтартнă. Халăх та шăпăрт ларман. Вăл хăйне ыратакан ыйтусене хаçатçăпа сÿтсе явнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас