«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсене Раççейри ачасем те пĕлеççĕ

15 Çурла, 2017

Паян Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте Раççейри шкул ачисен юхăмĕн тата «Юнармия» юхăмăн Чăваш Енри уйрăмĕн профиль сменинче канакансемпе ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникаци министрĕ Александр Иванов тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем тĕл пулнă.

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçăлнă профиль сменине пухăннисемпе хăнасемпе «Позитивлă информаци уçлăхĕ йĕркелессине шкул ачисем хутшăнасси» темăпа дискусси йĕркеленĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина лагерьти ачасене Чăваш Енри наци медиахолдингĕн ача-пăча кăларăмĕсем: эрнесерен кун çути куракан «Тантăш» хаçат, уйăхсерен тухакан «Самант» тата «Тетте» журналсем – çинчен кăсăклантармалла каласа кăтартнă.

Ачасем çамрăк журналистсен ассоциацине йĕркелес сĕнÿ панă. Татьяна Вашуркина «Хыпар» издательство çурчĕ штатра тăман корреспондентсен слетне çывăх вăхăтра йĕркелессине пĕлтернĕ май лагерьти ачасене наци медиахолдингĕн хаçачĕсемпе туслашма чĕнсе каланă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас