«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ шкулта пулчĕ
17 Apr, 2018 | Культура | шкулсем

Аслă Çĕнтерÿ çывхарнă май «Георгий хăйăвĕ» акцие хатĕрленсе «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова паян, акан 17-мĕшĕнче, Шупашкарти 41-мĕш шкулта пулчĕ.

Алина Николаевна 7-мĕш «т» класри ачасемпе технологи урокĕнче ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Вĕсене вăл атлас хăюсенчен, шăрçасенчен канзаш мелĕпе чечексем тума вĕрентрĕ. Хĕрсе ĕçленĕ вăхăтрах вĕренекенсем «Тантăш» хаçатпа паллашрĕç.

7-мĕшсем хăйсем хатĕрленĕ ĕçĕсемпе савăнчĕç. Вĕсене ветерансене, тыл ĕçченĕсене парнелеме палăртрĕç.

Елена ЛУКИНА. Алина ЛАРШНИКОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас