"Хыпар" хăрушсăрлăх йĕркисене тăтăшах аса илтерет

28 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ Сергей Аршинов пулчĕ.

Сергей Вячеславович инспекторсем халăха шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтерес тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлени çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ку енĕпе хăйсем массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ, çав шутра, паллах, "Хыпар" хаçатпа та. С.Аршинов çакăншăн "Хыпар" Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне Михаил Арланова тав турĕ, "Сирĕн кăларăмсем çынсен хăйсене юханшывсемпе кÿлĕсенче мĕнле тытмалли çинчен малашне те çырсах тăрасса шанатăп", - терĕ. Вăл хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçине Ирина Клементьевăна пропаганда ĕçне хастар хутшăннăшăн тата Раççей МЧСĕ 25 çул тултарнă май Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн Хисеп хутне парса чысларĕ.