"Хыпар" хаçат журналисчĕ МЧС медальне тивĕçнĕ

13 Çу, 2017

Ĕнер, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче граждан оборонин ĕçне лайăх çутатакан журналистсене Раççей МЧСĕн "Маршал Василий Чуйков" медалĕпе чысланă.

Наградăсене тĕп управленин пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор панă. Медале тивĕçнисен йышĕнче "Хыпар" хаçатăн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева та пур. "Хыпар" издательство çуртĕнче 2000 çултанпа тăрăшакан журналист МЧС подразделенийĕсемпе службисен тата пушарнăйсемпе çăлавçăсен ĕçĕ пирки час-часах статьясем çырать. Хăйĕн материалĕсенче вулакансене тĕрлĕ инкекрен асăрханмаллине, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине аса илтерет. Ирина ирĕклĕ пушарнăйсен ретĕнче пулнă май рейдсене тата профилактика ĕçне те хутшăнать. 

Пултаруллă калем ăсти - Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР Президенчĕн икĕ хут стипендиачĕ, ЧР Журналистсен союзĕн Ç. Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ.

www.hypar.ru

 

Теги: 

Комментари хушас