«Хыпар» - çĕнтерÿçĕ!

2 Нарăс, 2016

Чăвашпотребсоюз Канашĕ, Чăваш Ен Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, республикăри Журналистсен союзĕ нумай çул ĕнтĕ пĕрлехи пултарулăх конкурсĕ ирттереççĕ. Унта кашни çулах республикăри, районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсем, уйрăм журналистсем йышлăн хутшăнаççĕ. Çак кунсенче «Чăвашпотребсоюз - 95 çулта» конкурсăн тĕрлĕ номинацири кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

«Хыпар» хаçат - яланхи пекех çĕнтерÿçĕ! Вăл çак чыса темиçе çул ĕнтĕ тивĕçет, потребительсен союзĕн, ялти кооператорсен ĕç-хĕлне анлăн çутатнипе палăрса тăрать. Конкурсра «Хыпар» Издательство çурчĕн «Сывлăх» хаçачĕн редакторĕ Алина Лукиянова та мала тухнă, чи лайăх журналистсен йышне кĕнĕ. Саламлатпăр!

Сăмах май, Чăвашпотребсоюз «Потребительсен кооперацийĕ - 2016» çĕнĕ конкурс старта тухни çинчен пĕлтерет.

А.СВЕТЛОВА.