«Хыпар» 76-77 (27509-27510) № 12.07.2019

12 Утă, 2019

* Хăй пĕр ĕмĕр пурăнма пултарасси пирки Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче кун çути курнă Гликерия Романова нихăçан та шухăшламан. Ара, унран маларах çут тĕнчене килнĕ пĕртăванĕсем ят панă хыççăн нумаях пурăнайман — вĕсене сивĕ тăпрапа хуплама тивнĕ. Тăваттăшĕ — пĕчĕклех, пиллĕкмĕш пиччĕшĕ Михаил 15 çул тултарсан çĕре кĕнĕ. Çавăнпа малашнехи пирки ĕмĕтленме хăяйман Гликерия Степановна. Романовсен тăхăр пепкинчен тăваттăшĕ çеç — Алексей, Екатерина, Гликерия тата Варфоломей — тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ.

Гликерия Степановна çемьеленмен, ача-пăча çуратман. Çакăншăн ÿкĕнет вăл. «Сусăр атте мана качча пама хирĕçлерĕ. Евчĕсем пĕрре мар килчĕç, пурне те хăваласа ячĕ. «Килтен кăлармастăп, ку — хама пăхаканни», — тесе ăсатрĕ йĕкĕтсене», — ÿпкевлĕн калаçрĕ кинемей. Пиччĕшĕ авлансан сарăмсăр çĕре кĕнĕ, аппăшĕ çывăхри яла качча кайнă. Шăллĕ Варфоломей мăшăрланнă, кăштахран аякри тăрăхра тĕпленнĕ. Унăн мăшăрĕпе икĕ хĕрĕ Зойăпа Мария тĕп килте пурăннă. Халĕ Лукари аппана шăпах вĕсем пăхаççĕ. Хĕлле Шупашкара илсе каяççĕ, çулла — ялта.
Хăлхи япăхрах илтет унăн, куç çивĕчлĕхĕ аптăрамасть, куçлăх тăхăнса хаçат вулать Лукари аппа. Правурлăхĕ халĕ те палăрать. Пире хăех хапха уçса кĕртрĕ. Тирпейлĕ тумланнă, саппун çакнă. «Ура утнă чухне пурăнатăп-ха», — тет. Халь пурăнакан çурт-йĕре вăл тăрăшнипе лартнă. Платник пуртти те алла кĕнĕ. Сарай тунă чухне те тар тăкнă. Аслăк тăррине хăпарма пусма, крыльца умĕнчи карлăка хăй аллипе çапса ăсталанă. Тертлĕ пурнăç теме те вĕрентнĕ ăна. Халь килсе çÿрекен çурта вĕсем 1964 çулта куçнă.
Зоя Варфоломеевна каласа кăтартнă тăрăх, Лукари аппа ахаль ларма пĕлмест. «Халь апат çирĕмĕр. Мĕн ĕçлемелле?» — ыйтать сĕтел хушшинчен тухнă-тухман. Çĕр улми, сухан шуратать, шăллĕн хĕрне пулăшасшăн ăшталанать. Картише тухсан çитĕнсе кайнă курăка çулма та ÿркенмест пĕр ĕмĕре хыçа хăварнăскер. Хальхи пурнăçа çăтмахпа танлаштарать, унпа киленет. Пĕртăванĕн ачисене хăйне пăхнăшăн тав тăвать
(Вăрман каснă...
çур кило çăкăршăн. Нина ЦАРЫГИНА)

* Владимир Степановпа 2012 çулта паллашма тÿр килчĕ. Вăл ун чухне «Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» журналĕн редакторĕнче ĕçлетчĕ. Эпир, икĕ студентка, «Тантăш» хаçата ĕçлеме килнĕччĕ. Пире Владимир Васильевичпа пĕр пÿлĕме лартрĕç. «Ан васкăр!» — ăс паратчĕ вăл пире. Хăй те питĕ лăпкăскер, вăрманта йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллаканскер, историе лайăх пĕлекенскер, шÿтсене, чăн пулнисене каласа кăтартма юратаканскер. Çав вăхăтрах вăл фантастикăпа та кăсăкланать. Пĕр пÿлĕмре кампа ларнине тÿрех ăнкарайман та пуль эпир. Анчах каярахпа Владимир Степанов пултаруллă çыравçă иккенне ăнлантăмăр.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Степановăн «Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕр чунсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
«Республикăри мĕнле чĕр чунсене пĕлетĕн?» — тесе ыйтсан чи малтан пуçа мĕн пырса кĕрет? Упа, мулкач, тилĕ, чĕрĕп, кашкăр… Вулакансем мĕнле кайăк тÿпе хуçин ятне тивĕçнине, тимĕр шапана ăçта тĕл пулма май пуррине, йăпар еплерех чĕр чун иккенне, виçĕ куçлă юп-хÿре ăçта пурăннине вуласа пĕлĕç. Кĕнекере вунă чĕр чун пирки çырнă, кашнин пиркиех кăсăклă пулăмсем илсе кăтартнă. Сăмахран, çĕр шаписен, шыв шаписемпе танлаштарсан, шăл çук; ыйха путсан хĕрленкĕ мĕн пулса иртнине йăлт манать; хура çĕленĕн асав шăлĕсем каялла-малалла ирĕклĕнех хускалаççĕ, кашни хăйне май çаврăнма пултарать...
Кĕнекере илсе кăтартнă чĕр чунсене Владимир Васильевич хăй курнă. Ум сăмахра вăл вулакансене çапла асăрхаттарать: «Чĕр чунсен хушшинче усаллисем те, ыррисем те çук — вĕсем çут çанталăк панă вăйсене пăхăнса пурăнаççĕ, кашни тĕсĕ хăйне евĕр. Чĕр чунсемпе ÿсен-тăран пулмасан пирĕн Çĕр чăмăрĕ пĕтет — çакна яланах асра тытăр».
«Кĕнекере хитре чĕр чунсем мар, «интереслисем» сăнарланнă. «Юп-хÿре хăлхана кĕрет», — теççĕ çынсем. Ку пачах та апла мар. Хĕрленкĕ вырăсла — рыжая вечерница. Çара çерçи пекех вăл. Шăпах икĕ хĕрленкĕ Шупашкар хулинче эпир пурăнакан пÿлĕме чÿречерен вĕçсе кĕрсе вăратнăччĕ. Эпĕ ăна хамăр ялта та курнă. Ача чухне ăна тытас тесе простынь сараттăмăр. Шурă тĕс çине кăпшанкă ларать, хĕрленкĕ вара вĕсене çиет. Малалла: услан кайăкпа ăмăрт кайăк. Вырăсла: орлан тата орел. Ăмăрт кайăкăн ури тĕклĕ, услан кайăкăн — çарарах. Чăваш Республикинче пăхăр çĕлен тесе икĕ тĕрлĕ çĕлен-калтана калаççĕ. Вырăсла пĕри — медянка, тепри — веретеница. Юлашки — урасăр калта. Вăл çĕленрен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Акă пĕр тĕслĕх: калта куçне хупаять, çĕлен вара — çук», — ăнлантарчĕ Владимир Васильевич (Çыравçăпа пĕр пÿлĕмре)
 

* Кăçалхи кăрлачра ПАИ инспекторĕн çывăх тăванĕ 17 çулти тусне, водитель прависĕрскере, хăйĕн «Тойота Королла» автомобилĕн рулĕ умне лартнă. Авари пулнă – «Тойотăсăр» пуçне тата виçĕ автомобиль сиенленнĕ.

Çул çитмен çамрăка кăна мар, ăна машина шанса панă çынна та административлă майпа явап тыттармалла, самай пысăк штраф тÿлеттермелле пулнă ĕнтĕ — Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексра иккĕшĕн хăтланăвне те хакламалли тивĕçлĕ статьясем пур. Çийĕнчен кайран страховани компанийĕ автомобиль хуçинчен регреслă майпа сиене шыраса илмешкĕн тавăç тăратма пултарать…
Анчах çывăх тăван ПАИре ĕçлет пулсан — пĕтĕмпех кирлĕ пек татса пама пулать. Вăл шăпах çав кун дежурствăра пулнă. Административлă материалсене «тĕрĕс» çырнă. Çав хутсене ĕненес тĕк — руль умĕнче водитель удостоверенийĕсĕр каччă мар, машина хуçи хăй пулнă (
Мундир чысне кашниех упрамасть)

 

* Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ тĕрлĕ сыпăкран тăван килекен Козловсен ял хуçалăх производствине пысăк тÿпе хывнă династийĕпе мăнаçланма тивĕçлĕ. Василий Федоровичпа Татьяна Лукинична 3 хĕрпе 6 ывăл çитĕнтернĕ. Çак йăхра Альбинас Ришко кĕрÿшне те пĕрле шутласа
16 механизатор тухнă. Тăватă ывăлĕн Иван, Михаил, Николай тата Вениамин , мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕн тата кĕрÿшĕн пĕрлехи ĕç стажĕ — 405 çул.
Кинĕ, кĕçĕн ывăлĕн Вениаминăн мăшăрĕ Анита Ивановна, упăшкин ашшĕ-амăшĕ питĕ ĕçчен çын-сем пулнине тулли кăмăлпа палăртрĕ. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев сăмахĕсене аса илмесĕр чăтаймарĕ. «Тĕрĕсех ĕнтĕ, — терĕ. — Нумай та пĕтет, сахал та çитет, анчах пĕрле пурăннине мĕн çиттĕр?» Вениамин Васильевич ашшĕн сăмахĕсене пуçа çирĕп хывнă. «Нумая ан хапсăнăр. Мĕн пурри çитет», — тетчĕ ачасене. — Тăван хуçалăх ырлăхĕшĕн чунне парса тăрăшрĕ, хăйне хĕрхенмерĕ. Çавăнпах ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, — чунĕ хурланса килнине палăртрĕ Анита Козлова. — Хăй мĕн тери ырăччĕ, мана питĕ хĕрхенетчĕ. Алли вара ылтăнран ылтăнччĕ. Лаша усранă вăхăтра ут хатĕрĕсене, вăл шутра урапипе çунине те, йăлт хăех ăсталарĕ. Лара-тăма пĕлместчĕ ĕнтĕ. 42 çул килĕштерсе пĕр çăвартан пурăннă хыççăн 2017 çулхи авăн уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. «Эсĕ хытă ĕçлетĕн, манăн санран мĕншĕн кая юлмалла?» — тетчĕ («Пĕрле килĕштерсе пурăнăр...»)

* «Хыпар» хаçат корреспонденчĕн Валентин Григорьевăн «Ĕçмелли шыв çителĕклĕ-и?» статйине пысăк тимлĕхпе вуласа тухрăм.
Материал килĕшрĕ, кирлĕ вăхăтра, шухăшласа çырнă. Ку ыйтупа влаçра ларакансем пачах ĕçлемеççĕ теме çук, анчах пур яла та таса шывпа тивĕçтерсе çитермен-ха. Çавăнпа çивĕч темăна хускатнăшăн статья авторне тата «Хыпар» хаçата тав тăватăп.
Пирĕн хушăра шыва хаклама пĕлменнисем те пур. Çÿп-çапа, таса мар ытти япалана: «Юхса каять», — тесе таса юхан шыва е шыв управне вăркăнтараççĕ. Самай ватă çын пулнă май иртнĕ ĕмĕрти пурнăçа час-часах аса илетĕп. Пирĕн ял вăрман хĕрринчи çырма-çатра пуçĕнче вырнаçнă. Çĕр айĕнчен юхса тухакан çăл куçсем çук. Ял çыннисем мĕн ĕлĕкренех ĕçмелли шыв çуккипе асапланнă. Темиçе çĕрте те çăл чавнă, анчах шывлă вырăн тупăнман. Колхозсем пур чухне ял çыннисене тракторпа шыв кÿрсе пани те пулнă. Çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче е выльăх кĕтĕвĕнче чухне çырмари лупашкасенчи шывпа чуна кантарнă, кайран вар-хырăм чирĕсемпе аптăранă. Çак ыйтăва 1990 çулта 196 метр тарăнăш артезиан çăлне чавнă хыççăн кăна татса пама пултартăмăр. Колхозсен вăхăтĕнче шыв башнине хуçалăх шучĕпе тытса тăнă, халĕ — ял çыннисен вăйĕпе. Унчченхи артезиан çăлĕн шывне вĕретсен чейник извеçпе витĕнсе юлатчĕ. Ĕçме юрăхлă шыв пур çĕрте те çук, çавăнпа унпа типтерлĕ усă курмалла. Хăшĕ-пĕри ĕçмелли хаклă шыва шлангпа сехечĕ-сехечĕпе юхтарса хăйĕн чаплă машинине е капăр хÿмине çăвать, пахчари курăкне, çимĕçне, çĕр улми анине шăварать. Çумалла мар, шăвармалла мар тесшĕн мар эпĕ, таса шыва хакласа тăкаклама ыйтасшăн (Шыв ыйтăвне тĕрĕс хускатнă)

* Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Александр Федотов вице-спикер ертсе пынипе ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.
Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева сĕннипе комитет членĕсем ПК депутачĕ Александр Андреев депутат этикин правилисене мĕнле пăхăннине пăхса тухнă. Сăмах — вăл парламентăн черетлĕ 33-мĕш сессийĕнче тухса калаçнă май тата массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернет сетĕнче Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхĕнчи çĕр лаптăкне ял хуçалăх çĕрĕсен категорийĕнчен промышленноç çĕрĕсен категорине куçарни пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ çинчен тĕрĕс мар калани тавра.
Андреев депутат республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçне тĕрĕс мар информацие тĕпе хурса, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăх итлевĕсем ирттермелли полномочийĕсене шута илмесĕр критикленĕ.
Наталья Тимофеева ял хуçалăх çĕрĕсене промышленноç категорине куçармалли йĕркене ăнлантарса панă, халăх итлевне вырăнти хăй тытăмлăх органĕ генеральнăй плана çирĕплетнĕ май ирттерни çинчен пĕлтернĕ, çавăн пекех çĕр лаптăкĕпе усă курассин тĕсне улăштарнă чух та итлев йĕркелĕç.
Комитет членĕсем Александр Андреева малашне хăйĕн сăмахĕсене тĕрĕс фактсемпе усă курма сĕннĕ
(Шута илмен)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.