"Хыпар", 18 №, 4.02.2015

4 Нарăс, 2015

Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?..

Вениамин Васильевич Кондратьев /Пехил/ Красноармейски районĕнчи Янкасра çуралнă. Ялта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Валентина СМИРНОВА.

Лаши май пушши, Çÿпçи май - хупăлчи

Çак сăмахсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлтре пурăнакан Бариновсене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Сергей Егоровичпа Людмила Алексеевна пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ. Юлия МАРЕЕВА.

Алĕç - чун йăпатмăш

... Юратнă юррине час-часах шăрантарать Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнакан Людмила Пешкова. Роза ВЛАСОВА.

Вырăнти влаçăн хресчене хÿтĕлемеллех

Килти хуçалăхсенчен сĕт сутакансем унăн хакне çулталăк пуçламăшĕнченех чакарма пуçланăшăн кăмăлсăр. Юрий МИХАЙЛОВ.

Шупашкарта нихçанхинчен ытларах çурт-йĕр тунă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă, кăçал пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе, строительство комплексĕ умĕнче тăракан ытти проблемăсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Николай ИВАНОВ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Вĕсен умне кăçал халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевсене лартнă. Валентина СМИРНОВА.