"Хыпар", 166 №, ытлари кун, 2014, çĕртме, 26
26 Aug, 2014 | Анонс

Ĕнер Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Тĕплĕнрех - "Тивĕçлĕ кĕтсе илесчĕ, ăнăçлă ирттересчĕ" материалта.

1 стр.

Йĕпреç тăрăхĕнче "Трактор" уйăхлăх пырать. Тĕрлĕ техника хуçисем кăçалхи уйăхлăха пĕлтĕрхинчен лайăхрах хатĕрленни çинчен пĕлтерет Геннадий Васильев корреспондент. Çакна йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем пирки çырнă протоколсен йышĕ иртнĕ çулхинчен икĕ хута яхăн сахалрах пулни те уçăмлăн çирĕплет. Тĕплĕнрех - "Тĕрĕслевсене йышпа ирттереççĕ" статьяра.

2 стр.

Чăваш поэзине çĕнĕлле вăратнă çулăмлă чĕлхеçĕ пĕр май çырать, классиксене чăвашла никамран ăстарах, вулакан чăвашла ăнланмалларах чĕлхепе куçарать. Шупашкарта та, Мускавра та нумай пичетленет, чаплă кĕнекесем кăларать, пьесисене театрта ларттарать. Кушлавăш тăрăхĕнчи вăрман пекех шавлать. Ĕнтĕ вăл халĕ Элкер-упа хыççăн хăй Упа-утаман, хăйне тапăнакан, чăваш поэзине тапăнакан, чăваш поэзине чухăнлатакан путсĕрсене канăç паман аптраман. Тата мĕнлерех вăл Теветкел? Тĕплĕнрех - "Парнас çинче" статьяра.

3 стр.

Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнче пурăнакан Жиглаевсем çичĕ ачана усрава илнĕ. Пысăк çак çемье пурнăçĕпе пирĕн вырăнти корреспондент Василий Лапин паллаштарать. Тĕплĕнрех "Ку çемьере çичĕ ача хÿтлĕх тупнă" материалта.

3 стр.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркне çак кунсенче Германирен экологипе географи специальноçĕсемпе пĕлÿ илекен студентсен пĕр ушкăнĕ çитсе курнă. Вĕсем Чăваш Ене Пĕтĕм тĕнчери çуллахи "Экологи тĕпчевĕсем" тата "Тюркологи: чăваш культури тата чĕлхи" географи шкулĕсене хутшăнма килнĕ. Хăнасен республикăра иртнĕ кунĕсем пирки "Хăнасене Чăваш Енре килĕшнĕ" материалта тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.

4 стр.

"Сиплевçĕ" подборка халăх медицин меслечĕсене сĕнет. Усал шыçăран хĕвел çаврăнăшпа хăяр сыхлать теççĕ. Юн сахаллансан пыл лайăх. Тата ытти нумай сĕнÿ çирĕп сывлăхлă пулма пулăшĕ.

4 стр.