Хуравсем чăнлăхпа пĕр килччĕр

15 Утă, 2016

Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов пирĕн республикăра ĕçлĕ çÿревпе килнĕ тапхăрта массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулмашкăн та вăхăт тупрĕ, çыравпа çыхăннă ыйтусене туллин хуравларĕ.

— Александр Евгеньевич, Чăваш хутлăхне çула тухнин сăлтавне çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ĕçтешĕрсем еплерех хатĕрленсе ирттернине тĕрĕслессипе е вĕсене çак ĕçре тата пухнă материалсене автоматизациленĕ майпа тишкермешкĕн ырă сĕнÿ-канашпа пулăшассипе çыхăнтаратăр?

— Ĕçтешсене шанатăп. Ял хуçалăх çыравĕ вырăнта мĕнле пынипе паллашасси пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çыруçăсемпе тĕл пултăмăр, вĕсен ыйтăвĕсене çынсем еплерех йышăннипе интереслентĕмĕр. Асăннă мероприятире планшетсемпе усă курса ыйтăм ирттернĕ май вĕсен эффективлăхне уçăмлатас терĕмĕр. Статистика паянхи кунпа кăна пурăнмасть, малашлăх пирки шухăшлать. Умра — Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2020 çулхи çыравĕ. Хальхи çивĕч ыйтусенчен унччен хăтăлмалла. Планшетах илер. Паян унпа 20 пин çыруçă усă курать, черетлинче ку хисепе 200 пине çитерме тĕв тунă.

Ял халăхĕ хуларинчен ырă та уçă кăмăллăрах, çырава пуçаруллă хутшăнать. Çапах унăн та юн шайĕнче сыхланса юлнă сисчĕвленÿ пур: çывăх çыннисем пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленнĕ, Хрущев хуçаланнă тапхăрсене кÿренÿллĕн аса илни çынсен асĕнче юлнах: выльăх шутне е усă куракан çĕр лаптăкĕн виçине кура налука пысăклатмĕç-и? Халăха канăçсăрлантаракан шикленÿ туйăмне сирмелле: халĕ кăна мар, совет саманинче те çыравсенче уйрăм çын пирки информаци пухман. Вĕсемпе пĕтĕмлетÿ тумашкăн кăна усă кураççĕ. Персонификаци кăтартăвĕсен вăрттăнлăхне саккун хÿтĕлет. Хăшĕ-пĕри выльăх е хурт-хăмăр йышне тĕрĕс пĕлтермест, куçăхтарасран хăрать. Унашкаллисен чунне те ăшăтма пултармалла ыйтăм ирттерекенсен.

— Çырав вăхăтĕнче чылай вырăнта пулнă май çакна асăрханах ĕнтĕ: тĕрлĕ регионти çыруçă пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать-и?

— Çук паллах. Çырав чун туртăмĕ мар, унăн тĕллевĕ — агропромышленноç комплексне малалла аталантармашкăн витĕмлĕ мерăсем йышăнма пурнăç чăнлăхĕпе пĕр килекен материал пухасси. Çынсем тĕрлĕрен: пĕри ăшшăн йышăнать, тепри кÿрентерме пултарать. Çыруçăсене вăхăтлăх ĕçе илнĕ пулсан та — вĕсем пирĕн сотрудниксем. Çавна май пурне те хÿтлĕхпе тивĕçтернĕ. Уя тухса ыйтăм ирттерекенсен хавхалантару укçине, бюджет чухăннине пăхмасăр, кăçал ÿстерме пултартăмăр.

— Финанс, техника тата кадр енĕпе ку çырав 2006 çулхинчен уйрăлса тăрать-и? Респондент хуравĕн тĕрĕслĕхĕ миçе процентпа танлашассăн туйăнать?

— Статистика — тĕпчекен пулăмăн пĕртĕслĕлĕхне тĕпе хуракан наука. Урăхла каласан, вĕсене пĕрешкел майпа тишкеретпĕр. Кăçалхи çырава илес тĕк, бланксене çĕнĕ ыйтусемпе пуянлатнă, çыруçăсем компьютер технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ. Аэрокосмос мелĕпе тунă сăнÿкерчĕксемпе усă курма палăртнăччĕ, май килмерĕ. Ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татса парăпăр.

Респондентсен хуравĕн тĕрĕслĕхне мĕнпе тан­лаштармалла-ха? Пирĕн çĕршывра кăна мар, АПШра та, Европăри патшалăхсенче те кун пирки пат татса калаймаççĕ. АПШ статистикĕсенчен: «Сирĕн çĕршывра миçе çын пурăнать?» — тесе ыйтас тăк çыравра кăтартнă чухлĕ пулнине пĕлтереççĕ. Тулли информацие çырав пĕтĕмлетĕвĕ кăна пама пултарать.

— Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем тăрăх хатĕрленĕ статистика кăтартăвĕсем чухăн. Вĕсене пуянлатма май çук-и?

— Муниципалитет шайĕнчи статистика кăтартăвĕсем конфиденциллĕ шутланаççĕ. Вĕсене анлăлатма май килмест. Ку енĕпе тулли хыпара халăх çыравĕ, налук тата пенси службисем, медицина тата социаллă страховани фончĕсем пухма пултараççĕ. Статистика тытăмĕ муниципалитет шайĕнче ятарлă тĕпчев ирттерет паллах, хăйсем пирки вĕсем те отчет параççĕ. Базăна сайта уççăн вырнаçтарнă. Унта кĕртмен кăтартусене статистика органĕнчен ыйтса илме пултаратăр.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.