Хуракассинче - хурлăхлă митинг

10 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче 1961 çулта шкулта алхаснă пушарта вилнисене асăнса хурлăхлă митинг иртнĕ. Ун чухне вут-çулăмра 110 çыннăн - 3-15 çулсенчи 106 ачан тата 4 учителĕн - пурнăçĕ татăлнă.

Çунса кĕлленнĕ шкул вырăнĕнче лартнă палăк умне ял çыннисем, МЧС ĕçченĕсем, пĕлÿ çурчĕн коллективĕ тата унтан вĕренсе тухнисем пухăннă. Митинга Сĕнтĕрвăрри райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Николай Борисов, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров та хутшăннă. Шкул ачисем синкерте шар курнисен ячĕсене вуласа панă, вĕсене асăнса пурте пĕр минут шăп тăнă, çуртасем çутнă. Унтан палăк умне чечексем хунă.

Çăлавçăсем каярахпа Хуракасси шкулĕнче «Асăрханăр - вут-çулăм!» темăпа уроксем ирттернĕ. Вĕсем ачасене инкекрен мĕнле сыхланмалли çинчен каласа кăтартнă, синкерлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарнă, конкурссемпе викторинăсем йĕркеленĕ. МЧС представителĕсем шкул ертÿлĕхне Герман Ксенофонтов тĕпчевçĕ-таврапĕлÿçĕн «Громкие дела XX века в Чувашии» кĕнекине парнеленĕ, унта Хуракассинчи пысăк инкек çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Педагогсем çăлавçăсене "Воспоминания о пожаре" брошюра панă.

Рубрика: