Хула кунне уявлама Михаил Игнатьев хутшăннă
22 Aug, 2016

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули 547 çул тултарнипе çыхăннă мероприятисенче пулнă.

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Михаил Васильевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçекен хоккеистсен умĕнче сăмах каланă. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçессишĕн Шупашкар тата Мордва командисен тупăшнă.

Михаил Игнатьев çавăн пекех мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата хĕрĕпе Марийăпа «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектпа паллашнă. Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлнă лапамсенче Федераци Канашĕн комитет членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пулса курнă.

«Шупашкар - санăн çĕнтерÿсен хули» театралилазиленĕ курăнăва хак панă хыççăн Михаил Игнатьев хула çыннисене уявпа саламланă, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă.

Савăнăçлă программăна Раççей халăх артисчĕн Олег Газмановăн тата «Эскадрон» ушкăнăн концерчĕ малалла тăснă. Ун хыççăн тÿпере фейерверк ялкăшнă.

ФОТОРЕПОРТАЖ