Хула кунĕнче — экскурси троллейбусĕпе
17 Aug, 2016 | Хула

Шурă Шупашкарăн 547-мĕш çуралнă кунне уяв­­ланă кун йăлана кĕнĕ «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект ĕçлĕ.

Унăн вăхăтĕнче Ленин проспекчĕ тата Карл Маркс урамĕ пысăк сценăна çаврăнĕç. Пултаруллă та ăста 500 ытла çын 75 лапамра ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕ. Кашниех бульварта хăйĕн кăмăлне каяканнине, чун ыйтнине тупма пултарĕ. Кунтах шавлă та хаваслă «Ташлакан хула» фестиваль иртĕ, аваллăха кăмăллакансем ĕлĕкхи Шупашкара «çитсе килме» пултарĕç. Шупашкарсем Кĕтерин патшана каллех кĕтсе илĕç, пĕчĕк тăкăрлăксемпе Александр Пушкин утса иртĕ. Космос лапамĕнче Андриян Николаевăн куçĕпе тĕнчене сăнама май килĕ. «Пирĕнпе пĕрле выля» лапам вара ачапчашăн уйрăмах илĕртӳллĕ пулĕ. Авалхи Руç ытамне лексе ĕлĕкхи сараппансене тăхăнса пăхма, сăн ӳкерттерме ирĕк парĕç маçтăрсем.

Бульварта туристсемшĕн республикăн тĕп хулин чи интереслĕ вырăнĕсемпе те паллаштарĕç, «Шупашкара пĕл — Раççее пĕл» экскурси троллейбусĕпе ярăнтарĕç. Кунсăр пуçне тĕрлĕ конкурс, ăсталăх сехечĕ иртĕ.