Хула аталанăвне кашнин тÿпе хывмалла

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Çĕмĕрле хулинче пулчĕ. Малтанах муниципалитетăн 8-мĕш гимнази ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта 625 ача вĕренет. Информацин хăватлă тытăмне йĕркеленĕ. Вĕренÿ ĕçĕнче виçĕ компьютер класĕпе, конференц-залпа, автоматизациленĕ NetSchool тытăмпа усă кураççĕ.

Михаил Игнатьев тĕпрен çĕнетнĕ апатланмăша кĕрсе курчĕ. Технологин çĕнĕ оборудованийĕпе шкул апатланăвĕн терминалне еплерех ĕçе кĕртнипе кăсăкланчĕ. Вĕренÿ пÿлĕмĕсене, спорт залне, конференц-зала тишкерчĕ. Педагогсемпе, гимназистсемпе курнăçрĕ, вĕренÿ-воспитани ĕçĕпе паллашрĕ. Гимназире инновацие тĕпе хуракан учительсем вăй хуни никама та иккĕлентермерĕ. Вĕсем кунта ачасене тарăннăн шухăшлама, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтараççĕ. Пуçламăш класранах теори пĕлĕвне практикăпа çыхăнтарма вĕрентеççĕ. Гимназистсем республика тата Раççей шайĕнче иртекен конкурс-олимпиадăра çĕнтереççĕ. Вĕренекенсем Михаил Игнатьева Культура çулталăкне мĕнлерех уçни çинчен каласа кăтартрĕç.

Республика пуçлăхĕ ăнăçлă аталанакан «Автофургонсен комбиначĕ» обществăна çитсе курчĕ, автомашина фургонĕ туса кăларакан цехсенче пулчĕ. Предприятин энергие перекетлеме май паракан пысăк блоклă котельнăй ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Хальхи вăхăтра АУО 200 ытла тĕрлĕ фургонлă автомашина ăсатать. Вĕсемпе çарта ытти çĕрте анлăн усă кураççĕ.

Предприятире 966 çын вăй хурать, ĕç укçи вăтамран 24 пин тенкĕпе танлашать. М.Игнатьев комбинат коллективне ăнăçу суннă май çапла каларĕ: «Сирĕн производство культури ÿссе пырать, çитĕнÿсем курăмлă, ĕç калăпăшĕ пысăк, малашлăх пур».

«Восход» культура керменĕнче хула активĕпе тĕл пулчĕ. Çĕмĕрле хастарĕсене наградăсем пачĕ. Республика Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе алла çыхмалли сехете автофургонсен комбиначĕн фрезеровщикĕ Александр Крылов, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕн слесарĕ Василий Чураков, территорисен хушшинчи медицина центрĕн врачĕ Сергей Демьянов, ачасен 1-мĕш ÿнер шкулĕн директорĕ Светлана Мокшонкова тивĕçрĕç.

Михаил Васильевич хула япăх мар аталаннине палăртрĕ, анчах ура хуракан самантсем те пуррине аса илтерчĕ. Хула администрацийĕ пĕр тапхăр республика влаçĕн шанăçне тÿрре кăлараймарĕ, хăйĕн умĕнчи тĕллевсене туллин пурнăçлаймарĕ терĕ. Социаллă ыйтусене вырăнта татса паманнипе республика шайĕнче пăхса тухнине пĕлтерчĕ. Сăмахран, энергипе тивĕçтерекен организацисен умĕнче пухăннă пысăк парăма тата котельнăйсене модернизацилеме уйăрнă 120 миллион тенкĕпе тĕллевлĕн усă курайман.

Хулара кадр ыйтăвĕ çивĕч. Заводсене рабочисем çитмеççĕ. Кăткăс ыйтусенчен пĕри - пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ, ăна тытса тăрасси тата пурăнмалли çуртсене ăшăпа тивĕçтересси.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева экономикăпа социаллă аталанăвăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата 2014 çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх - хула экономики иртнĕ çул лайăх аталаннă, промышленноç производствин калăпăшĕ ÿснĕ, тавар çаврăнăшĕпе халăха кÿрекен пулăшу, вăтам ĕç укçи, бюджетсене налук хывасси пысăкланнă. Анчах хула хуçалăхĕнчи лару-тăру çăмăл пулман. Малашне инвестици хывассипе тĕллевлĕн ĕçлемеллине, ĕç рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва чакармаллине, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе ататалантармаллине палăртрĕ. Тĕп вырăнта çамрăк та пуçаруллă специалистсем пулмалла терĕ.

Ыйтусене сÿтсе явма ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, строительство министрĕ Олег Марков, конкуренципе тарифсен политикин патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн тĕп инспекторĕ Олег Бирюков тата ыттисем хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич Çĕмĕрлесене пĕр ушкăна пĕрлешсе ĕçлеме, хула аталанăвне кашнинех тÿпе хывма, бюджет укçипе тухăçлă усă курма, ăнăçлă аталанмалли çул-йĕр суйласа илме сĕнчĕ.


Юлия МАРЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.