Хоккеистсем валли - çĕнĕ лапам

10 Чÿк, 2015

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Етĕрне районĕнчи Советски поселокне çитсе курнă. Унта вĕсем массăллă тата çамрăксен спортне аталанма пулăшакан «Ылтăн шайба» ятарлă проектпа килĕшÿллĕн çĕкленекен хоккей лапамĕн строительстви епле пынипе кăсăкланнă.

Паянхи кун тĕлне объектра хоккей курупкине вырнаçтарнă, асфальт сарнă. Тепĕр çул куракансене лармалли вырăнсем тата хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем тумалла. Обћектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 3,7 млн тенкĕ. Тĕрĕслевçĕсем строительство ĕçĕпе кăмăллă юлнă, обћекта кăçалах хута яма хушнă. «Хоккей лапамĕ пушă ан лартăр. Ачасем хоккейла выляччăр, конькипе ярăнччăр», - тенĕ хăнасем.

Аса илтеретпĕр: ку проект федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабич пуçарăвĕпе пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн Атăлçи тăрăхĕнчи 14 регионта кашни çул пĕрер пăр лапамĕ тума палăртнă.

Рубрика: