Хитре çак çуртра 61 çамрăк хваттерлĕ пулчĕ

23 Утă, 2015

Татьяна çамрăк-ха, пурнăç çулĕ çине тин тухнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр çитĕннĕскер, аслă шкул пĕтерме тата хăйне ятăн хваттерлĕ пулма чылайранпа ĕмĕтленнĕ. Дипломлă пулнă ĕнтĕ вăл. Июлĕн 21-мĕшĕнче иккĕмĕш тĕллевĕ те пурнăçланчĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев чаплă лару-тăрура Татьяна Петровнăна Шупашкарти Дементьев урамĕнчи 1-мĕш çуртри 122-мĕш хваттерĕн çăра уççине пачĕ.

Пĕртăван Аленăпа Дмитрий те çав кун хăйсене телейлĕ туйрĕç. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнче ырлăх курса ÿсмен. Общежитин пĕр пÿлĕмĕнче аслă аппăшĕн хÿттинче çитĕннĕ çамрăксене патшалăхăмăр çав çуртрах пĕрер пÿлĕмлĕ хваттер парнелерĕ. Алена Борисовна - çемьеллĕ, «NIVEA" косметика фирмин суту-илÿ çурчĕсенчи представителĕнче тăрăшать. Дмитрий Борисович хальлĕхе пĕччен-ха, яланлăх вырăн тупайманнипе Мускава ĕçлеме çÿрет. Аппăшĕпе шăллĕ пĕр подĕездрах тĕпленнипе кăмăллă. Тăван тăваллах туртать мар-и: тăвар е шăрпăк кирлĕ пулсан та чи малтан ун патне чупатпăр вĕт.

Вунпиллĕкĕн пулчĕç вĕсем, хăтлă çуртра тăван кил ăшшине тупнисем...

Тăлăхсене хваттер уççийĕ панă ятпа ирттернĕ церемоние Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «СУОР» ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев тата ыттисем хутшăнчĕç.

Леонид Черкесов телейлĕ çамрăксене саламласа хваттерлĕ пулни чунра çирĕплĕхпе ĕненÿ çуратнине палăртрĕ. «Хăтлă та ăшă çак хваттерсенче телейлĕ те татуллă çемьесем тĕпленсе пурăнасса, вĕсем ачасен савăнăçлă сассипе туласса шанатпăр, - терĕ вăл. - Республика ертÿлĕхĕ социаллăх тĕлĕшĕнчен тăнăçсăррисен уш­кăнне кĕрекенсене пурăнмалли вырăнпа вăхăтра тивĕçтерессине приоритетлă тĕллевсенчен пĕри тесе палăртнă. Хула влаçĕсем вара çак тĕллеве пурнăçлассине тивĕçлипе хаклаççĕ. Тăлăх ачасем валли кăçал 61 хваттер хатĕрленĕ. Пурте вĕсем Дементьев урамĕнчи 1-мĕш çуртра вырнаçнă. Çулталăк вĕçлениччен тата 17 çамрăк çĕнĕ «пÿрт» уявне паллă тăвĕ». Леонид Ильич палăртнă тăрăх - вĕсем валли «Алза» ООО Эгер бульварĕнче çĕклекен нумай хутлă çуртра пĕр пÿлĕмлĕ хваттерсем тăвать.

Шупашкар хулинче черет кĕтекен тăлăхсем 531-ĕн, çав йышран 214-шĕ 18 çул тултарнă. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçлеççĕ.

«Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр пу­рăнма кансĕррине аван ăнланатпăр. Йывăрлăха лекнĕ çамрăксене пулăшасси - патшалăх тытса пыракан политика. Паян хваттер илнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хушшинче ачаллă çемьеллисем, çĕнĕ кайăк кĕтекенсем пурри чăннипех савăнтарать. Ыттисем те мăшăрланса ывăл-хĕрлĕ пуласси, ачисене телейлĕ çитĕнтересси иккĕлентермест», - терĕ Михаил Игнатьев. Вăл асăннă микрорайон ÿссе-сарăлса пынă май унăн инфратытăмне аталантарса кунта çитес çул тепĕр ача сачĕ, 2017 çулта 1200 вырăнлă вăтам шкул хута каяссине, çывăх вăхăтрах куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккасем уçăлассине, общество транспорчĕ çÿреме тытăнассине пĕлтерчĕ.

«Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн. Йывăр шăпаллăскерсене тĕрĕс воспитани парса халăха юрăхлă çитĕнтересси, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси - аслисен тивĕçĕ. Инкеке лекнĕ ачасене хÿтте илсе чунĕсене ăшăтнăшăн, çемье телейне парнеленĕшĕн ырă кăмăллă çынсене, опекунсене тав тăватăп. Çамрăксене вара çутă малашлăх сунатăп. Тăван çĕре юратăр, ырă ĕçĕрсемпе Чăваш Ене, Раççее савăнтарăр», -терĕ Михаил Васильевич хваттерсен çамрăк хуçисене ăнăçу сунса.

Валентина СМИРНОВА

 

КĔСКЕ СПРАВКА

  • 2014 çулта Шупашкар хула администрацийĕн архитектурăпа хула строительствин управленийĕ «СУОР» ОООпа тунă контракт тăрăх федераци тата республика бюджечĕсем уйăрнă 58749405 тенкĕпе 61 хваттер туяннă.
  • Пурăнмалли лаптăкăн 1 тăваткал метрĕн хакĕ - 29185 тенкĕ.
  • Пĕтĕмĕшле лаптăк - 33 тăваткал метртан кая мар. Хваттерсене шалтан тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ, вĕсем муниципалитет харпăрлăхĕ шутланаççĕ.
  • 2015 çулта 117 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтермешкĕн 115 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă: федераци бюджетĕнчен - 34,6 млн, республикăринчен - 80,4 млн. Кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав суммăн 15519,289 пинĕпе усă курнă.
Рубрика: