Хисеплĕ воспитательсем, шкулчченхи вӗренӳ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Ачан кӑмӑл-сипечӗпе вӑй-хал аталанӑвӗ ача садӗнче йӑл илет. Шӑпах кунта вӑл пуҫласа пӗлӳ тӗнчипе паллашать, хӑйне тантӑшӗсем хушшинче тыткалама тата вӗсемпе хутшӑнма хӑнӑхать, ушкӑнра пурӑнма вӗренет. Ҫавӑнпа та ачасем мӗнлерех ҫын пулса ҫитӗнесси ытларах чухне воспитатель ӑсталӑхӗнчен, вӑл вӗсене мӗнлерех юратса вӗрентнинчен килет.
Республикӑра шкулчченхи пӗлӗве пахалӑхлӑн аталантарса пымалли тӗллев йӗркеллӗн пурнӑҫланать. Ача сачӗсем ҫӗкленсе хута каяҫҫӗ тата юсанса ҫӗнелеҫҫĕ,  шкулсенче пепкесем валли хушма уйрăмсем йĕркеленеҫҫĕ.  Чылай шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнче пултаруллӑ ачасене тупса палӑртмалли тата вӗсене тивӗҫлӗн аталантарса пымалли программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Эпир вӗрентӳ ӗҫне ҫӗнӗлӗхсемпе пуянлатакан хамӑрӑн чаплӑ вĕ-рентекенсемпе тивӗҫлипе мăнаҫланатпăр, вӗсен пысăк ҫитĕнӗвӗсемшӗн савăнатпăр.   
Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ача сачĕсем уҫса эпир ҫемье институтне ҫирĕплететпĕр. Пепке ача садне ҫӳрет пулсан, унӑн ашшĕ-амăшĕн професси енӗпе ӳсме ҫул уҫӑлать, ҫавна май ҫемьен пурлӑх шайӗ лайӑхланать. 
Тухӑҫлӑ ӗҫӗршӗн, пысӑк ӑсталӑхӑршӑн тата ачасемшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тăватăп.
Пурсӑра та ҫирĕп сывлăх, ырă пуҫарусенче ҫитĕнӳсем, телей тата ырлӑх сунатăп!

Чăваш Республикин
          Пуҫлăхĕ                                                        Михаил Игнатьев.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.