Хирте - тĕттĕмленичченех
6 Aug, 2015 | Ял хуçалăхĕ

ЧР вице-премьерĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов Вăрмар, Тăвай районĕсенчи аграрисене канăç паман ыйтăвĕсене тишкернĕ. Вăрмар тăрăхĕнче вырмана 22 комбайн хутшăнать, кунсерен вăтамран 260 гектар çинчи тырпула вырса пуçтарать. Вĕсен харсăр "капитанĕсем" каç пуличченех ĕçлеççĕ.

Сергей Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Тихоновпа тата унăн заместителĕпе Дмитрий Ивановпа "Владина-агро" ОООра тата "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă, Геннадий Ямуков хресчен-фермер хуçалăхĕнче ир çитĕнекен çĕрулми пуссине çитсе курнă. Тырпул, "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерекенсем хăйсен тивĕçне тĕрĕс ăнланни, техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерни, хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçлани савăнтарнă ăна. Çавна пулах ĕнтĕ кĕрхисен лаптăкĕ кунсерен пĕчĕкленет. Урпапа сĕлĕ пулса пынă май комбайнерсем вĕсен пуссине куçаççĕ.

"Владина-агро" тулли мар яваплă обществăра тĕштырă лаптăкĕ 785 гектар йышăнать, вăл шутран 550-шĕ - кĕрхисем. Унăн 80 ытла процентне вырса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 23 центнера яхăн. "Урмарская" хуçалăхра икĕ Акрос-530 комбайн ĕçлет. Тĕштырă лаптăкĕ пысăккине кура /1842 га/ Сергей Павлов ĕçе тепĕр хир карапне явăçтарма сĕннĕ. Г.Ямуков фермер хуçалăхĕнче çĕрулми пусси - 210 га. Геннадий Николаевич унăн лаптăкне çуллен пысăклатать. Кăçал вăл пĕлтĕрхинчен 10 га ытларах. Ăна кăларса пуçтарма халăх таврари ялсенчен пуçтарăнать.

Министр Тăвай енре район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тата унăн пĕрремĕш заместителĕпе Валерий Чайкинпа Сергей Илларионов фермер, "Акконд-агро" фирма", "Родник", "Дружба" хуçалăхсенче пулнă.

В.ВАЛЕНТИНОВ

В.ВАЛЕНТИНОВ