Хевтесĕр, анчах пултаруллă

29 Ака, 2015

Çак кунсенче Вырăс Православи Чиркĕвĕн Улатăрти епархийĕ çумĕнчи Инвалидсене хÿтĕлекен "Пурнăç ячĕпе" центрăн тата Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе сывлăх енчен хавшакрах ачасен "Колибри" фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ.

"Салют" Культура керменне "Декоративлă ÿнер", "Литература", "Музыка" номинацисемпе тупăшакансем пухăнчĕç. Гала-концерта уçнă май Улатăр тата Пăрачкав Епископĕ Феодор эпир расна пулсан та пирĕн пурин те мĕнле те пулин пултарулăх пуррине палăртнă. Чăваш Республикин Общество палатин культура, вĕренÿ, этноконфессисен хутшăнăвĕсен тата информаци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Судленков фестивале хутшăнакан ачасем патшалăхпа обществăна аталантарма халех хăйсен тÿпине хывнине çирĕплетнĕ.

Сăмах май, фестивале хевтесĕр ачасемпе ытти çамрăк хушшинчи туслăха çирĕплетес, инвалидсен ыйтăвĕсем çине влаçа тимлĕрех пăхтарас тĕллевпе пуçарнă.

В.МИРСКАЯ