Хĕрсем те, каччăсем те маттур

28 Авăн, 2015

Спорт пурнăçĕ - пуян та анлă. Куллен тĕрлĕ енлĕ те расна шайри ăмăртусем иртеççĕ. Чи пахи - вĕсенче пирĕн ентешсем палăрни.

Йывăр атлетсем те лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Китайри Фучжоу хулинче иртнĕ Гран-при ăмăртăвĕнче 12 çĕршыври 63 чи вăйлă атлет тупăшнă. Вăл 2016 çулта Рио-де-Жанейрора иртекен Олимп вăййине кайма ирĕк паракан путевкăна илмелли квалификацин пĕр утăмĕ темелле. Пирĕн çĕршыв чысне ку ăмăртура 4 спортсмен хÿтĕленĕ. Вĕсем - Сергей Петров /69 кг таран/, Дмитрий Хомяков /77 кг таран/, Алексей Юфкин /85 кг таран/ тата пирĕн ентеш Наталья Хлесткина /63 кг таран/.

Раççейшĕн тата Чăваш Еншĕн кĕрешĕве тухнă пике пĕтĕмĕшле 220 килограмм йăтнă /101Ç120/. Çакă ăна иккĕмĕш вырăн йышăнма май панă. Ылтăн Китай пухмачне пуянлатнă /100Ç135/. Квалификацин тепĕр тапхăрĕ чÿк уйăхĕнче Америкăра иртекен тĕнче чемпионачĕ пулĕ.

Авăнăн 28-мĕшĕнче Çăмăл атлетикăн Европа ассоциацийĕ 2015 çулхи чи лайăх спортсменсене палăртассишĕн ирттерекен сасăлав вĕçленет. Ыттисенчен уйрăлса тăракансен йышне Раççей çăмăл атлечĕсенчен Сергей Шубенков, Мария Кучина тата пирĕн ентеш, пултарулăхне республикăри хăвăрт утакансен шкулĕнче туптакан Клавдия Афанасьева та кĕнĕ.

19 çулти чăваш пики кăçалхи сезонта ăнăçлă кăтартусемпе савăнтарнă. Хăвăрт утакансен Европа Кубокĕнче вăл 10 километра юниорсен хушшинче чи пĕрремĕш парăнтарнăччĕ. Çак дистанцирех вăл юниорсен хушшинче Швецири Эксилстунра Европа чемпионки пулса тăчĕ.

Хăвăрт утакан Альбина Майорова çитĕнĕвĕпе те савăнмалла. Омскра нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери Çĕпĕр 26-мĕш марафонĕ иртнĕ. Вăл 21 çĕршыв çăмăл атлечĕсене пуçтарнă. Чăваш Ен чысне унта Альбина Майорова хÿтĕленĕ. Арçынсен хушшинче марафон утса чи лайăх вăхăт кăтартаканĕ Кенири Мойбен Лабан Кипкемой пулнă. Хĕрарăмсен хушшинче вара пĕрремĕш вырăна Раççей йышăнасси иккĕленÿ çуратман-тăр. Малтанах Чĕмпĕр хулин чысне хÿтĕлекен Оксана Фашенко малта пынă, 41-мĕш километрта Альбина ăна хыçа хăварнă. Ку ăмăртура пирĕн ентеш тăваттăмĕш хутчен çĕнтерÿçĕ /1995, 1998, 2002/ пулса тăнă.

Авăнăн 18-22-мĕшĕсенче Сочире маунтинбайк енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ. Унта çĕршыври 16 регионтан 136 спортсмен пуçтарăннă. Чăваш Республикин чысне унта Сергей Луякьянов, Олеся Крылова, Анджела Кадышева, Ольга Кузьмина, Илья Мулендеев, Александр Федотов, Яна Казакова, Виктория Савельева, Дмитрий Белов тата Станислав Осипов хÿтĕленĕ.

Темиçе куна пынă ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе 15-16 çулти хĕрсен хушшинче ăсталăхне В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен шкулĕнче туптакан Олеся Крылова пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма пултарнă. Анджелика Кадышева - виççĕмĕш. Шел, Илья Мулендеев пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе тăваттăмĕш çеç пулнă.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: