Хĕрсем кĕрешĕве тухрĕç

1 Раштав, 2017

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче тĕнче кубокĕ пуçланчĕ. Тĕп парнене çĕнсе илессишĕн Раççей, Япони, Китай, АПШ, Монголи, Азербайджан, Швеци, Украина командисем 8 виçе категорийĕнче вăй виçеççĕ.

Чи малтан кавир çине Японипе Швеци тата Китайпа Украина спортсменĕсем тухрĕç. Пĕрремĕш раундра кĕрешÿ спорчĕн тĕнче лидерĕсем Японипе Китай 8:0 шутпа парăнтарчĕç. Монголипе Азербайджан командисен тупăшăвĕнче хĕвел тухăç енчисем çĕнтерчĕç.

Раççей кĕрешÿçисем АПШ спортсменĕсемпе вăй виçрĕç. 8 тупăшуран 4-шĕ çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Ку раундра Сталвира Оршуш, Юлия Пронцевич, Анжела Фоменко палăрчĕç. Чăваш Ен чысне Канаш районĕн пики Вероника Чумикова /тренерĕ — Ольга Смирнова/ хÿтĕлет. Пĕрремĕш тĕл пулура Раççей спорт мастерĕ АПШ кĕрешÿçине 8:6 шутпа парăнтарчĕ. «Эп ку спортсменпа пĕрремĕш хут вăй виçрĕм. Ăна çĕнтерме çăмăлах пулмарĕ мана. Тренер хушнă пек пур вăйран кĕрешрĕм», — терĕ Вероника ăмăрту хыççăн.

Хĕрсен тупăшăвне курма пăр керменне çĕр-çĕр çын пухăнчĕ. Вĕсем спортсменĕсене хавхалантарса тăчĕç, уйрăмах Раççей командишĕн хĕрÿллĕн «чирлерĕç» — кермен вĕллери пек кĕрлерĕ. Спортсменсен кĕрешĕвне хаклама сумлă çынсем те килчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев:

Çакнашкал пысăк ăмăрту пирĕн патра иртнĕшĕн хĕпĕртетĕп эпĕ. Вăл республикăн ят-сумне çĕклессе, спортпа туслисен йышне ÿстерессе шанатăп. Тĕнче кубокĕ спортсменсен пултарулăхне аталантармалли тата ăсталăха тĕрĕслемелли тĕп турнирсенчен пĕри. Унта чи вăйлисем кĕрешеççĕ. Ăмăртура ют çĕршыв судйисемпе журналисчĕсем ĕçлеççĕ. Ăна спорт телеканалĕсем планетăн тĕрлĕ кĕтесĕнче кăтартаççĕ.

РФ кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев:

Ăмăртăва яланхи пекех лайăх хатĕрленнĕ. Парижра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен пĕрре те уйрăлса тăмасть. Куракансем нумаййи савăнтарать. Вĕсем хавхалантарса тăни кавир çине тухакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Раççей командин йышне кăçал çамрăклатнă: рейтингра 3-4-мĕш ретре тăракансем хутшăнаççĕ. Телее, вĕсем çухалса каймарĕç, хăйсен паттăрлăхне кăтартасса шанатăп.

 

Рубрика: 

Комментари хушас