Хĕрсем Хурама Тăвара качча килме хăраса тăнă

9 Авăн, 2016

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел кашни пĕчĕк ялăн хăйĕн «тутти», хăйĕн шăпи, хăйĕн илемĕ... Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Хурама Тăварăн та хăйнеевĕрлĕхĕ пурах.

Çак кунсенче вăрман варринчи пысăк уçланкăра вырнаçнă поселокра пулса çакна аванах курса ĕнентĕм. Хурама Тăвар Шупашкартан — 159, район центрĕнчен — 26, Турхантан /вăл асăннă ял тăрăхне кĕрет/ 8 çухрăмра вырнаçнă.

Хурама Тăварсем мана питĕ ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Калем ăсти килнине пĕлсен Ольга Архиповнăпа Илья Петрович Кудряшовсен килне çур ял пуçтарăнчĕ пуль... Тараватлă çемье пуçĕпе кил хуçи хĕрарăмĕ çак ятпа чăх пусса кăмака яшки, хуплу-пÿремеч, кукăль-хуплу пĕçернĕ. Çапла вара эпир кĕрекене ларсах калаçрăмăр, ял шăпи пирки шухăшларăмăр. Ватăсем аса илнĕ тăрăх — çак вырăнсене çынсем иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче /тĕрĕсрех 1926 çулта/ куçса килнĕ: Турхантан 10 кил — «Великий Октябрь» поселок, Анат Тăрмăшпа Пăлаçи Атăкран 10 — «Калиновка», Çĕньялтан 6 — «Лукьяновка» поселок. Кашни хăй маларах акнă, сухаланă, çулнă уйĕ çинче, виçĕ вырăна ларнă. Çапла вара, Хурама Тăвар виçĕ пĕчĕк пайран тăрать. Халăх хушшинче вĕсене Турхан, Тăрмăш, Çĕньял пуççулккисем теççĕ. Çÿлерех асăннă Улькка аппапа Илюк тете /вĕсем сăнÿкерчĕкре сылтăмрисем/ Турхан пуççулкинче пурăнаççĕ. 1931 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче виçĕ пĕчĕк ял пĕрлешсе колхоз йĕркеленĕ. Архиври документсем тăрăх çак çул Хурама Тăвар поселокне туса хуни паллă.

Ял старости, клуб заведующийĕ Терентий Давыдов /сăнÿкерчĕкре сулахайри/ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вĕсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Илен кунĕнче, поселок 85 çул тултарнине анлăн уявланă. Ял çыннисене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов, ытти сумлă хăна саламланă. Хурама Тăвар сĕре илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Пысăк уçланкăра ял çывăхĕнчех улăх-çаран сарăлса выртать. Урамĕсем çип карнă пек тÿп-тÿрĕ. Ытларах — йывăç çурт. Турхан пуççулккипе юнашар вăрманта çăлкуç шăнкăртатать. Ăна Чипер çырма теççĕ.

«Мĕншĕн Чипер çырма тенĕ-ши? Илемлĕ те ĕлккен пулнăран-ши? Ара çÿллĕ те яштака, хитре яхтăсен /хыр йывăçне кунта çапла калаççĕ. Авт./ хушшипе юханшыв юхатчĕ. Шывĕ çав тери çемçеччĕ. Астăватăп-ха, лери пуççулккасенче /Çĕньялпа Тăрмăш пуççулккисем пирки калать. Авт./ пурăнакансем те супăнь чикетчĕç те япала çума йăтса килетчĕç. Унта маларах пысăк пĕвеччĕ. 5 метра яхăн тарăнччĕ вăл. Халĕ пĕви çук, çăлкуçĕ вара тапать. Хитре пулнăран чипер тенĕ пуль... Атте унта шыв арманне ĕçлеттеретчĕ. Вăл çук чухне эпĕ те арман авăртма çÿренĕ», — аса илет Лидия Такташкина /хĕр чухне Кудряшова пулнă вăл/. Лидия Петровна Аслă Арапуç ялне качча тухнă пулин те шăллĕ Илюк патне тăтăшах килсе çÿрет. Паян та Хурама Тăвара ирех çитнĕ вăл.

«Картун тĕлĕнче çÿллĕ ватă хурама пулни пирки калатчĕç шурсухалсем. Ĕлĕкрех чăвашсем Чĕмпĕре краççын, ытти тавар туянма лашапа çÿренĕ. Ватă хурама тĕлĕнче лашасене кантармалли, тăвармалли вырăн пулнă-мĕн. «Лашисене хурама патне çитĕр те тăварăр», — тенинчен Хурама Тăвар ялĕ пуçланса кайнă. Эпир Хурама Тăварта çуралса ÿснĕ ĕнтĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 5 ачине хăварса кайрĕ те асатте Петр Герасимович çемье пуçне юлчĕ. Ăна ялта Караççа тетчĕç. Алли сĕре ылтăнччĕ: йывăçран тем те пĕр — лаххан-шайкка, валашка, катка - пичке, шетник — ăсталатчĕ. Тетене те шайкка, лаххан тума çамрăклах вĕрентрĕ. Вăрçă çулĕсенче крахмал та, курăк та çинĕ. Ут кăшкарĕнчен пашалу пĕçереттĕмĕрччĕ. Атте килсен пурнăç пĕртак майлашăнчĕ ĕнтĕ. Хурама Тăварсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр çемьери пек туслă пурăнаççĕ. Эпир кунта хĕрсем чылайăнччĕ пĕр вăхăтра. Турхан, Тăрмăш, Çĕньял пуççулккисенче пурăнакансем пĕрле пухăнса вăййа тухаттăмăрччĕ. Çăмăлах пулман пулин те иртнĕ вăхăта яланах ырăпа аса илетĕп», — чунне уçрĕ Лидия Петровна.

Кил хуçисем те Ольга Архиповнăпа Илья Петрович Кудряшовсем хисепе тивĕç çынсем. Çемье пуçĕ 70 тултарать. Вăл колхозра ĕçлесе пенсие тухнă. Хăй вăхăтĕнче вара Иркутск облаçĕнче те вăй хунă. Мăшăрĕ те вырăнти хуçалăхрах тăрăшнă. Халĕ те ĕçсĕр лармаççĕ вĕсем, ватлăха пăхмасăрах ĕне, пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ. Паллах, ял кĕтĕвĕ çук ĕнтĕ. Ара Турхан пуççулккипе те сăвакан ĕне 5 кăна та. Çавăнпа ĕнисене пахча вĕçне кăкараççĕ. Юрать хăть, ял пĕчĕк пулнине пăхмасăрах усламçăсем сĕт пуçтарма килеççĕ. Ольга аппа тĕрĕ тĕрлеме те, чĕнтĕр çыхма та вăхăт тупать. Вырăн таврашсене йăлтах тĕрлесе капăрлатнă вăл. Стенасем çинче те — хăй ăсталанă кавирсем.

«Ĕлĕк хир енчи хĕрсем вăрман çумĕнчи яла качча килме хăраса тăнă. Кунта милĕке те, çырлана та, кăмпана та каймалла, вăрманта утă та çулмалла. Пĕртак канмалли пулсан та хĕрарăмсем вăрмана вăш-ваш чупаççĕ. Маларах кăмрăк тăвакан кăмакасем пулнă кунта. Сухăр юхтарнă. Тете сухăр пуçтаратчĕ. Микуле пулăшма эпĕ те кайнă. Варинкке пек япала /тимĕртен те, йывăçран та/ çакса хураттăмăр хыр çине, вăл тулать те ăна пуçтарса çÿресе витресене пушатмаллаччĕ. Кунне 50 литр сухăр пухатчĕ тете. Йывăç кăмрăкне чи таса михĕсене тултаратчĕç. «Ăна питĕ аякка ăсатаççĕ», — тетчĕç. Кăмрăкне тункатаран, тымартан тунă. Кăпчанкă тымарне те кăларнă. Резина тунă унтан. Çÿçе хуппине те сĕветчĕç. Ăна сăрă тума каять тетчĕç. Хĕп-хĕрлĕччĕ вăл. Çавăнпа калатăп ĕнтĕ хĕр-упраç вăрман хĕрне качча килме хăранă тесе», — йăл кулчĕ Лидия Такташкина.

«Турхан поселокĕнче пурĕ 57 кил, вĕсенчен 40-шĕ — пушă. 116 çын пропискăра тăрать. Ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Хурама Тăвара 2004 çулта газ кĕртнĕ. 2007 çулта поселока çитиччен асфальт сарса пачĕç. Патăрьелтен пирĕн поселока эрнере икĕ хут — ытларикунпа эрнекун — автобус çÿрет. Шел, ял ватăлсах пырать. Çамрăксем çук. Хурама Тăварта шкула çÿрекен 3 ача кăна. Ялĕ пĕчĕк пулсан та пирĕн клуб та, лавкка та, медпункт та пур. Маларах 4 класс вĕренмелли шкул та пулнă. 2007 çулта ачасене Турхан шкулĕнчен автобус турттарма пуçларĕ. Ватăсем милĕк туса, кăмпа, çырла сутса укçа тăваççĕ. Хура çырла, кĕтмел нумай кунта. Чылай çемье пыл хурчĕ тытать. Шел, хальлĕхе ял хушшинче хытă çулсем çук-ха. Хальлĕхе программи çитеймен пулĕ тетпĕр. Чи пысăк ыйту — поселокра пĕр пĕве те çукки. Укçа пуçтарса чавтарса та пăхнăччĕ, анчах шăрăх вăхăтра типрĕ вăл. Кашни кил харпăр хăйĕн пуссипе усă курать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан пурте яла килетпĕр теççĕ, анчах никамах та килнине курмастăп-ха», - пытармарĕ Терентий Андреевич. Вăл ялти клуб заведующийĕнче 41 çул та 7 уйăх ĕçлет-мĕн. «Эпĕ çемьере кĕçĕнни пулнă, тĕпкĕчĕ, атте-аннене пăхмалла пулнă. 1974 çулта шкул хыççăнах Çĕнĕ çул ирттерсе патăм та 1975 çултанпа кăрлачăн 5-мĕшĕнчен ялти культура вучахĕнче ĕçлеме шанчĕç. Çу уйăхĕнче салтака кайрăм. Унтан килсен Турханти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Тепĕр икĕ уйăхран пенсие тухатăп ĕнтĕ. Яла юлнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп», — пытармарĕ Терентий Андреевич. Терентий Давыдов пĕлтернĕ тăрăх — поселокра тĕслĕх çемьесем те пур. Геннадий Васильевичпа Елена Ильинична Едривановсем, Федор Петровичпа Тамара Васильевна Калдырминсем 55 çул ытла килĕштерсе пурăнаççĕ. Геннадий Васильевич ялти чи ватă çын: 85 çулта. Хурама Тăвар тĕрĕ ăстисемпе те палăрать. Нина Иванова, унăн кинĕ Светлана, Ольгăпа Галина Кудряшовăсем питĕ ăста тĕрлеççĕ. Александр Кадушкин та вĕсенчен юлмасть. Пит шăллисене, сăмса тутрисене хĕресле тата тултарса тĕрлет. Хăйĕн ĕçĕсене килен-каяна парнелеме кăмăллать.

«Ял çыннисем пĕр-пĕринпе шутсăр туслă пурăнаççĕ. Ирхине те пĕрле пуçтарăнаççĕ те паян кам мĕнле ĕç тăвассине палăртаççĕ. Пысăк ĕç тăк — пулăшма каяççĕ. Хальхи саманара пĕччен пурăнма çук», — палăртрĕ Терентий Андреевич. Юрра-ташша та ăста кунти ватăсем. «Ман килес» юрă — вĕсен юратни. Илемлĕ юрă шăрантарсах ăсатрĕç мана Хурама Тăварсем. Эпĕ вара вĕсен туслăхĕпе ĕçченлĕхĕшĕн, тăванлăхĕшĕн чылайччен савăнса çÿрерĕм. Ĕлĕк Хурама Тăвар тĕлĕнче лашасене тăварнă тăк халĕ вара ялта пĕр лаша та çук. Пăнчă лартиччен çакна та пĕлтерем: кăçал поселокра пĕр çемье çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Ку малашлăха çул хывакан çутă пайăрки пекех туйăнчĕ мана...

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.