Хĕрлĕ Чутайсем Шупашкара килчĕç

3 Чÿк, 2015

Чăваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн хастарĕсем Юлия Мареева ертсе пынипе ЧНК ертÿçисемпе тĕл пулса калаçма Шупашкара килчĕç.

ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Клементьев хăнасене тарават кĕтсе илчĕ. Чутай уйрăмĕн хастар членĕсен çулçÿревĕн тĕп тĕллевĕ - конгресс ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, усăллă канашсем илесси тата хăйсем туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарасси.

Чăн та, Конгресăн çак уйрăмĕ тăрăшулăхпа палăрса тăрать. Кунта тăван чĕлхене, культурăна упраса хăварса аталантарассишĕн нумай ĕçлеççĕ, тĕрлĕ меслетпе усă кураççĕ. Вĕсене ентешĕсем, ЧНК президиумĕн членĕсем Петр Ивантаевпа Елена Османова, чылай пулăшаççĕ. Акă, тинтерех кăна уйрăм хастарĕсем вăй хунипе районти çыравçăсен хайлавĕсене пухса антологине кун çути кăтартнă. Çамрăк ăрăва тăван чĕлхепе культурăна хисеплеме вĕрентессине те пысăка хураççĕ вĕсем.

Валерий Клементьев Чутайсене конгресăн юлашки вăхăтри ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ, çитес вăхăтри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Чăваш ялне аталантарас енĕпе еплерех ĕçлемеллине хăйĕн - тăван ялĕн, Етĕрне районĕнчи Пупăлькассин, тĕслĕхĕпе - çирĕплетрĕ. Тĕлпулăва конгресăн Етĕрне тата Муркаш уйрăмĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем те çитес вăхăтра хăйсен хастарĕсене Шупашкара илсе килсе конгресăн ĕç опычĕпе паллаштарас шухăшлă.

Юлашкинчен Валерий Клементьев Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн хастарĕсене Чăваш наци музейне йыхравларĕ, кунти пуян экспозицисемпе паллашма май туса пачĕ. Каçхине хăнасем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн сезонне уçакан концертне курса савăнчĕç.

Рубрика: