Хĕрлĕ Чутай маттурĕсем

Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «Талант — 2016» теле-интернет-проект иртнĕ. Ăна çамрăксенче патриотлăх туйăмне аталантарас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионти тата ют çĕршыври çамрăксем пултарулăх опычĕпе ылмашăннă.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă çĕр-çĕр çын йышĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчен килнисем те пулнă. Хĕрлĕ Чутайри ача-пăча искусствисен шкулĕн вĕрентекенĕ Татьяна Зарубина эстрада вокалĕн номинацийĕнче тупăшнă. Пирĕн ентеш 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем те — Надежда Ульяновăпа Анастасия Фролова — пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Эстрада вокалĕн номинацийĕнче вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă.