«Хĕрлĕ автан» авăтать
21 Apr, 2015 | Пулса иртни

Пĕлĕте хуп-хура та çăра тĕтĕм йăсăрланса хăпарать. Вут-çулăмăн вĕри чĕлхи пĕр шелсĕр çурт-йĕре, хуралтăсене, ÿсен-тăрана тĕп тăвать. Ял хыççăн ял куç умĕнчех унăн ытамĕнче çухалаççĕ.

Хăрушă инкек кĕске вăхăтра Хакаси Республикинче 5 пин çынна çурт-йĕрсĕр хăварнă. Пушар 20 ялта алхаснă. Вуншар çын суранланнă, вилнисем те пур.

Забайкалье крайĕнче вара вăрмансем çунма тытăннă. Çулăм ялсем çине сиксе ÿкнипе вун-вун çын шар курнă. Чи хăрушши - яваплă çынсем пушара хирĕç кĕрешме хатĕр пулманни. Сăмах май, вăрман пушарĕн 80 проценчĕ çын айăпĕпе тухать. Забайкалье крайĕнче те хăрушă вут-кăвар çак сăлтавпах - типĕ курăка çунтарнипе, вăрманлăхра çулăмпа асăрханусăр пулнипе - алхаснă.

Çĕр типнĕ май нумайăшĕ территорие тирпей-илем кÿреççĕ. Пуçтарнă çÿп-çапа вара хăнăхнă йăлапа çунтараççĕ. Пахчари, çурт-йĕр çывăхĕнчи типĕ курăка вут тĕртекен те пайтах. Кун пек чухне уйрăмах асăрханмалла, вут-кăвара куçран вĕçертмелле мар. Çил тухсан çулăм çăмăллăнах хуралтăсем çине сиксе ÿкет-çке. Кун пирки çынсене асăрхаттарсах тăраççĕ, анчах хăшĕ-пĕри инкек пырса çапмасăр та çакна ăнланмасть.

Акă, пĕлтĕр апрель вĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ачкассинче кил хуçи пахчинче типĕ курăк çунтарнă. Вăйлă çиле пула çулăм кÿршин мунчи çине куçнă. Кĕске хушăрах ăна кĕл тунă. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн арçынна административлă явап тыттарнă. Кÿрши вара тăкака айăплинчен суд урлă шыраттарса илнĕ. Улатăр районĕнчи Низовка ялĕнче пурăнакан та çиллĕ çанталăка пăхмасăр хĕрсех типĕ курăк çунтарнă. Вут-кăварта курăк кăна мар, кÿршисен хуралтисем те тĕп пулнă. Иртнĕ çул Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Рынкă Салинче йывăç тирпейлекен цех çуннă. Ара, предприяти хуçисем территоринчи çÿп-çапа вут тĕртнĕ те кайса çухалнă. Кĕçех çулăмăн вăрăм чĕлхи юнашарти цех çуртне ярса илнĕ. Мастерской тăррине йăлтах тĕп тунă пушар. Тăкак - 150 пин тенкĕ.

Кăçал, типĕ курăка чĕртнипе пысăк пушар тухнă тĕслĕхе шута илмен. Çапах пушар хуралĕ хыпса илнĕ типĕ курăка сÿнтерме 18 хут çула тухнă.

Çакна асра тытмалла: РФ КоАП-ăн 20.4 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн административлă явап тыттараççĕ:

- граждансене 1 000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран*

- должноçри çынсене 6 000 тенкĕрен пуçласа 15 000 тенкĕ таран*

- предприяти-организацисене 150 000 тенкĕрен пуçласа 200 000 тенкĕ таран.

Чăваш Енре те инкек-синкеке сирсе яма хатĕрленеççĕ. Вăрмансене патрульлессине вăйлатнă, пушар сÿнтерекен ушкăнсен ертÿçисене палăртнă, хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекенсен дружинисене йĕркеленĕ. Республикăра вăрмансене вут-çулăмран сыхлас ĕçе палăрмаллах вăйлатĕç. Çапах хамăр асăрханнине нимĕн те çитмĕ.

Лариса Никитина.