Хĕненине курмăш тунă

22 Пуш, 2014

ФСИН управленийĕн юсанмалли 4-мĕш колонийĕнче уголовлă айăплава пурнăçламалли саккунсене пăснине тупса палăртнă. Унта ристана хĕненĕ - çакна курмăш тунă. Ку çеç те мар.

Судпа айăпланнăскер пĕлтернĕ тăрăх - ăна кăçалхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче колони сотрудникĕсем хĕненĕ. Çакăн çинчен вăл медицина чаçĕн ĕçченĕсене пĕлтернĕ. Ăна госпитализациленĕ, пуçĕ тата мăйĕ çинче сурансем пулнă, анчах медицина чаçĕнче тата больницăра тивĕçлĕ информаци пулнине пăхмасăр ятарлă журнала кун пирки çырса хуман, преступление регистрацилемен.

Çак çынна ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе те саккуна пăснă. Ăна отряд пурăнакан пÿлĕме юсама хутшăнтарнă - 5 уйăх ытла ĕçленĕ, анчах куншăн укçа паман. Отряд пуçлăхĕ, учреждени пуçлăхĕн çумĕ çакна пĕлнĕ пулин те тивĕçлĕ мерăсем йышăнман. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çак ристанăн хăй преступлени туса граждансене кÿнĕ сиене саплаштармалла - укçа тÿлемелле, анчах колонире çав суд йышăнăвне пурнăçламалли хутсене ыйтса илмен.

Колони çумĕнчи поселени участокĕнче прокуратура айăпланнă пĕр çынна штраф изоляторĕнче саккуна пăсса хупса усранине те тупса палăртнă. Айăпне ĕнентерекен материалсем çуккине кура ăна камерăран кăларнă. Кунашкалли малашне ан пултăр тесе колони пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă, ристана хĕненĕ тĕслĕхпе тĕрĕслев пырать.


Александр ЗОТОВ,

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан

Шупашкар прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.