Хăйсен тивĕçне манмаççĕ
3 Sep, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительствăра тунтикунсерен иртекен пĕр канашлура: «Хуçалăхсенче пĕр комбайн та ĕçсĕр ан лартăр!» - тенĕччĕ. Чĕнсе каланă сăмах механизаторсем патне çитрĕ пулас.

Хĕрÿ самантра хăйсен тивĕçне самантлăха та манмаççĕ. Пĕлтĕр сентябрĕн 2-мĕшĕнче хире 123 комбайн тухнăччĕ, кăçал 485-шĕ ăмăртмалла тырă вырать. Вĕсем талăкра тырпула 8358 гектар /пĕлтĕр - 1286 га/ çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Техника йышлă чухне каçалăк сехетсерен катăлать çав. Çумăрсене пула пĕр вăхăт ĕççи пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен самаях юлнăччĕ. Халĕ танлашнăпа пĕрех.

Вырмара Елчĕксем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 95,9: пуçтарса кĕртнĕ. Кунти 17 хуçалăхран 13-шĕ вырмана вĕçленĕ, ыттисенче те паян-ыран уй-хир пушанмалла. Техникăран пуян ку ен. ЧР Ялхуçалăх министерствин сводки тăрăх - августăн 25-мĕшĕнче Еляĕк районĕнче 59 комбайн вырмана хутшăннă. Çак кунсенче уй-хирте 30-шĕ кун кунлать. Ыттисем урăх районсенчи ялхуçалăх предприятийĕсене пулăшаççĕ - уяр куна ахаль ирттермеççĕ. Патăрьел, Комсомольски районĕсенче те лару-тăру лайăх. Çĕр ĕçченĕсем хăйсенчен çирĕп ыйтаççĕ.

Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăра 453306 тонна тырă тĕшĕленĕ. Елчĕксен чи пысăк кăтарту: 45 пин тонна ытларах. Патăрьелсен - 37 пин тоннăна яхăн, Çĕрпÿсен 34 пин тонна ытларах.

Тăвайсемсĕр пуçне пур район та çĕрулми пуссинче. Хальлĕхе 1502 га çинчен /пĕлтĕр - 751 га/ кăларнă. Гектар тухăçĕ - 217,6 ц /181,6 ц/. Пахчаçимĕç пухса кĕртессипе те кăтарту 2014 çулхинчен аванрах. Анчах çакă лăпланмаллине пĕлтермест. Ку эрнере çанталăк лайăх та, малашне темле пулĕ. Ун пирки ăста синоптиксем те татăклăн калаймаççĕ. Хăвăртлăха чакармасăр вăй хунине вара нимĕн те çитмест.

В.ВАЛЕНТИНОВ

В.ВАЛЕНТИНОВ